Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чалӑштаркаласа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сергей, ҫӑра куҫхаршийӗсене чалӑштаркаласа, пӗр шарламасӑр пирус туртрӗ.

Сергей насупил брови, безмолвно курил.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӑтӑ, тӗттӗм-хӗрлӗ карӑсем хыҫӗнче, пысӑк, ӑшӑ пайӑрка пулса, лампа ҫутатать, «Чунӑмҫӑм, мана мӗнлерех кичем иккенне, эпӗ тарӑхса тертленнине, хӑвна мӗнле хытӑ юратнине нивушлӗ туймастӑн эсӗ!» — питне йӗнӗ чухнехи пеклӗн чалӑштаркаласа та ик аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе лартса, пӑшӑлтатрӗ Ромашов.

За темно-красными плотными занавесками большим теплым пятном просвечивал свет лампы, «Милая, неужели ты не чувствуешь, как мне грустно, как я страдаю, как я люблю тебя!» — прошептал Ромашов, делая плачущее лицо и крепко прижимая обе руки к груди.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кивӗ пурнӑҫ еннелле тутисене чалӑштаркаласа илет пулин те, ҫапах та ӗҫне тӑвать.

Хотя и косоротится на старую жизню, а делает.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed