Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакса (тĕпĕ: чак) more information about the word form can be found here.
Платун пӗрре Ҫтаппан ҫине, тепре Макҫӑм ҫине пӑхса илчӗ те каялла чакса тӑчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.

Стоит отметить, что с начала ноября количество больных не сокращалось.

ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33825.html

Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.

Help to translate

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑм, кутӑн-кутӑн чакса, ҫав алӑкранах кӗрсе кайрӗ, ҫийӗнчех урайӗнчи упа тирӗ ҫине чечеклӗ ҫивитти тухса сарчӗ, унтан пысӑк ывӑспа чей куркисемпе чашӑксем, эреш тӗрӗллӗ савӑтпа сахӑр, вӗри сӑмавар кӑларса лартрӗ, хӑй каялла кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑхри кӳлӗ ейӳ чакса кайнӑ хыҫҫӑн тӑрна куҫӗ пек тӑрӑлса ларнӑ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах унччен те пулмарӗ, Ваҫка, икӗ утӑм каялла чакса, каллех урисем ҫине тӗревленсе тӑчӗ, унтан, хӗстерсе лартнӑ пружинӑна вӗҫертсе янӑ пек, Антун ҫине сикрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей васкамасть, шыв чакса пӗтессе кӗтет.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫар кашни кун чакса пыни пачах пӑшӑрхантармасть ӑна.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чакса тухма, чӑтлӑха кӗрсе кайма май килчӗ, — ӑнлантарчӗ мӑрса.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял ҫӗрӗ чакса та чакса пырать ав, кӑҫал выльӑх ҫӳремелли вырӑнсене те, хурт-хӑмӑр усрамалли тата сунара ҫӳремелли вӑрмансене те туртса илеҫҫӗ тет.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи тӗлӗнмелли, кӑсӑкли тата ҫакӑ: ялӗсем питех ӗрчени, сарӑлса, пысӑкланса пыни сисӗнмест, ҫӗрӗ вара ҫулсерен чакса пырать.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑн ывӑлӑма чакса вӗлернӗ пекех туйӑнчӗ паян.

Help to translate

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутар воинӗсенчен чи хастартараххисем — вунӑ пин ҫын — тӑшман аллине ҫакланасшӑн пулмасӑр, кремлӗн Казанка енчи хапхисем патне чакса пычӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Япанча вырӑссем хальхинче унӑн ҫарне тӗп тумаллах килнине ӑнланса илсе пӗчӗккӗн Арск патнелле чакса пычӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун хыҫҫӑн эпир ҫакна та ӑнланса илтӗмӗр: утар патӗнчи пӗве татса кайнӑ чух та ҫавнашкал пӗвери шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе карас пулӑсем лӗкӗ ӑшне чӑмнӑ.

Help to translate

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Пӗвере шыв чакса пынӑ май сивӗ пулнипе лӗкӗ ӑшне чӑмса юлнӑ.

Help to translate

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Шыв чакса пынине тахҫанах асӑрхасаттӑм.

Help to translate

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Икӗ овчарка, хӳрисене хӗстерсе, темиҫе утӑм каялла чакса ларчӗҫ, пӗр ула вӗшле кӑна хуҫинчен хӑрамасӑр Элекҫейӗн тусанланса пӗтнӗ аттине сӗртӗнсе илчӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑл кутӑн чакса илчӗ, кирпӗче ҫӗрелле печӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ тырӑ акма каятӑп… сирӗн хӗрачасем мана пушша хирӗҫ турӗҫ, — терӗ Ваҫҫа кӑштах кутӑн чакса.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed