Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӗсӗккӗн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Унӑн куҫ шӑрҫисем хӗсӗккӗн, хӑрушшӑн йӑлкӑшаҫҫӗ; вӑл тӑсӑлса карӑнчӗ, ман пата пычӗ те чӗр куҫҫинчен яка типӗ куҫӗпе сӗртӗнме тытӑнчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӑл шӑхӑркаласа, пӗтӗм кӗлеткипе пулӑ пек авкаланса, хӗсӗккӗн лартса тухнӑ сӗтелсем хушшипе ярӑнкаласа кайрӗ, — сӗтелсем хушшинче грузчиксем шавлӑн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, кӗтесре тахӑшӗ тенорпа тӑрлавсӑр юрӑ юрласа ячӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Любовь темӗнле гимназистсемпе пӗлӗшлӗ пулнӑ: чӑн ӗнтӗ, вӗсен хушшинче Фоман ӗлӗкхи юлташӗ Ежов та пулнӑ, ҫапах Фоман вӗсен енне кӑмӑл туртсах кайман, вӗсен компанийӗнче вӑл хӑйне хӗсӗккӗн туйнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юханшывӑн тепӗр ҫыранӗ тӳрем те хӑйӑрлӑ, унта Заречье пӳрт-ҫурчӗсем ҫума-ҫумӑнах йӗркесӗр купаланса, хӗсӗккӗн ларса тулнӑ: кивелсе хуралсах кайнӑ хӑйсем, ҫӗрсе ҫитнӗ ҫивиттисем ҫинче сип-симӗс мӑк таткаланчӑкӗсем выртаҫҫӗ, ҫурчӗсем хӑйӑр ҫинче чалӑш-чӗлӗш тайӑлса кайнӑ, сывӑ мар пӗчӗк куҫӗсемпе юханшыв ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса лараҫҫӗ, чӳречисенчи кантӑк ванчӑкӗсем, ӗнсе кайнӑ евӗр, кӑвакӑн-симӗсӗн ҫутӑлса, шурӑ илнӗ куҫсем пек курӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Юлашкинчен тинех вӑл пӗр пирускине портсигар хуппи ҫине пӗтӗркелесе кӑларчӗ, кулнипе пушшех те хӗсӗккӗн курӑнакан пӗчӗк куҫӗсене Григорий ҫине ҫӗклерӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Страницăсем:
- 1