Шырав
Шырав ĕçĕ:
Санран ӑслӑраххисем те йӑнӑш тукаланӑ! — Вӑл хӑйӗн ҫап-ҫаврашка та ҫирӗп, шыв хӗрринчи нӑкӑт чулӗ пек йӗри-тавра яп-яка хыртарса якатнӑ пуҫне ҫавӑркалать, кӗске те хӗп-хӗрлӗ мӑйӗ ҫинчи тарне шӑлкалать, уншӑн пӑшӑрханнӑ пек, хулӑн тути хӗррисемпе чаплаттаркаласа илет.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑтанса, куҫне тартать хӗр, хӗрелсе каять, анчах вӑрӑм хӑрпӑкӗсем айӗпе те тути хӗррисемпе унӑн пытарӑнчӑк кулӑ чӗтренет.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Иван Евсеич куҫӗсене маччаналла пӑхтарса, тута хӗррисемпе пӑш-пӑш тума тытӑнать.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Яланах тата пирӗн шӑп ҫав вӑхӑтра питӗ чӗрӗ, питӗ интереслӗ ка лаҫу хускалса каять те, эпир вара, шӑп-шӑпӑрт ларакан вӑрман хӗррисемпе май килнӗ таран ерипен утса, ҫулӑмӑра ирӗксӗрех тӑсма тӑрӑшатпӑр иксӗмӗр те.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Консерва банкине вӑл пӳрнепе тӗплӗн хырса тасатрӗ, банкӑн ҫӳхе тимӗрӗ хӗррисемпе аллине темиҫе ҫӗртен кастарчӗ, ҫапах та ӑна банкӑ кӗтессисенче сало юлнӑ пек туйӑнчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950