Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша халӑха хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, ҫынсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн, Соломоншӑн тата Хӑй халӑхӗшӗн, Израильшӗн, тунӑ ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе те савӑнса саланнӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пӗтӗм халӑх хӗпӗртесе савӑннӑ, хула та лӑпланнӑ; Гофолияна патша керменӗнче хӗҫпе чиксе вӗлернӗ.20. И веселился весь народ земли, и город успокоился. А Гофолию умертвили мечом в царском доме.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫынсем патшана мухтаса, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Давид чуришӗн, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн тунӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе, чӗререн савӑнса хӑйсен килӗсене саланнӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑв туса илнӗ тырпулӑн, эрехӗн, йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхун малтанхи пӑрӑвӗпе вак выльӑхун малтанхи путекне, сӑмах панипе кӳрекен парнӳсене, ху кӑмӑлупа кӳрекен парнӳсене, хӑвӑн аллупа ҫӗклентерсе кӳмелли парнӳсене санӑн хӑвӑн килӳнте ҫиме юрамасть; 18. ҫакна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илекен вырӑнта, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ҫеҫ] ҫи — ху та, ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чурупа хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та [ютран килнӗ ҫын та] — пурте ҫийӗр, хӑвӑн аллупа мӗн тума пултарнишӗн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче хӗпӗртесе савӑнӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах эсир Иордан урлӑ каҫса Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра паракан еткер ҫӗр ҫине кӗрсе вырӑнаҫсассӑн, Вӑл сире йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан мӗнпур тӑшманӑртан хӑтарса канӑҫлӑх парсассӑн, ҫапла шанчӑклӑ хӳтлӗхре пурӑнма тытӑнсассӑн, 11. ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапма мӗнле вырӑн суйласа илӗ, эсир ҫавӑнта эпӗ [паян] сире мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех илсе пырса тӑрӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӗрсене, ытти парнӗрсене, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая, хӑвӑр аллӑр ҫӗклентерсе кӳмеллине, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] мӗн кӳме сӑмах панӑ, ҫавӑн валли суйласа илнине — пурне те ҫавӑнта илсе пырӑр; 12. савӑнӑр вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче: хӑвӑр та, ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем те, арҫын чурӑрсемпе хӗрарӑм чурӑрсем те, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та пултӑр унта, мӗншӗн тесессӗн унӑн пайӗ те, еткер ҫӗрӗ те ҫук — пурте хӗпӗртесе савӑнӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑр Туррӑршӑн, сирӗн вӗсем тунӑ пек тумалла мар; 5. Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапмалли вырӑна сирӗн йӑхӑрсен ҫӗрӗнче ӑҫта суйласа илӗ, ҫав вырӑна ҫӳрӗр, ҫавӑн енне ҫаврӑнӑр, 6. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӗрсене, ытти парнӗрсене те, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая та, хӑвӑр аллӑр ҫӗклесе кӳрекен парнесене те, асӑнса хунӑ парнӗрсене те, кӑмӑлтан кӳрекен парнӗрсене те, [канӑҫлӑх парнисене те,] шултӑра выльӑхӑрпа вак выльӑхӑрсен малтанхи пӑрӑвӗ-путекӗсене те ҫавӑнта илсе пырӑр; 7. вара ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче ҫийӗр, хӑвӑр аллӑрпа мӗн тума пултарнишӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна мӗн пиллесе панишӗн — пуриншӗн те хӑвӑр кил-йышӑрпа пӗрле хӗпӗртесе савӑнӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем ӑна хӑйсене Иосиф каласа янӑ сӑмахсене пурне те каласа панӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйне илсе каймашкӑн Иосиф парса янӑ чаплӑ урапасене те курнӑ, вара Иаковӑн, вӗсен ашшӗн, чунӗ хӗпӗртесе кайнӑ, 28. вара Израиль каланӑ: [мана ку] ҫитет ӗнтӗ, Иосиф ывӑлӑм чӗрӗ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ӑна, тенӗ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Мана параҫҫӗ-им?» — пӗрре хӗпӗртесе, тепре пӑшӑрханса ыйтнӑ Зиле.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №