Шырав
Шырав ĕçĕ:
Питӗ илемле сасӑ, купӑс хӗлӗхӗ янранӑ пек.
Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.
Вӑхӑтсӑр килсе ҫитнӗ ватлӑх ун питҫӑмартийӗсене эрешмен хӗлӗхӗ пек вӗтӗ пӗркеленчӗксем каркаласа пӗтернӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн хура, ут хӗлӗхӗ пек хытӑ та кӑтра ҫӳҫӗ ҫинче карттусӗ симӗс икерчӗ майлӑ лапчӑнса ларать.На черных жестких, как конский волос, кудрях его приплюснуто, зеленым блином, сидела фуражка.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑкӑрсем чӗркуҫлене-чӗркуҫлене ӳкнӗ, сӗрме купӑс хӗлӗхӗ пек туртӑнса тӑракан сӑнчӑрсем янӑраса тӑнӑ, е «Цоб! Цоб! Хушка пуҫлӑ мурне ҫап!», е хастарланса «Ну-ну, харӑсрах!» тени илтӗнсе тӑнӑ, вара каллех шыв хӗррине пӗренесем шуса пынӑ, каллех ӳкекен пӗренесем ухлатни сӑрт хушшинчи ансӑр ҫырма тӑрӑх ян-ян кайнӑ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аксюша тепӗр аллипеле — ӗҫпе хытса ларнӑ пӳрнисемпе — Гришӑн каҫӑртса хунӑ пуҫӗ ҫинчи лаша хӗлӗхӗ пек хытӑ ҫӳҫ кӑтрашкисене хыпашлать.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лена ҫав вӑхӑтра ыттисемпе пӗрле, сӗрме купӑс хӗлӗхӗ юрланӑ пек, ҫӗкленнӗ чун-хавалӗпе, ырӑ кӑмӑллӑ вӑйпа ӗҫлерӗ.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Черет юлашки чӗнӳ патне ҫитсен, Осадчий пуҫне аялалла пӗкрӗ те мӑйне хытарса хучӗ, куҫӗсем унӑн хурлӑхлӑ, ҫилӗллӗ те тӗлӗнтермӗшле хӑрушӑччӗ, контрабас хӗлӗхӗ евӗр кӗрлекен мӑнӑ сассипе тӑстарса-юрлаттарса кӗмсӗртеттерчӗ:
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫавӑнтах вӑл сӑнчӑр туртӑнса тӑран купӑс хӗлӗхӗ пек чӗтременнине, янраманнине туйса илчӗ.И сразу почувствовала неладное: цепь не вздрагивала и не звенела, как туго натянутая струна.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2