Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗллехи (тĕпĕ: хӗлле) more information about the word form can be found here.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Хӗллехи кунсенче ҫулсене пӑхса тӑрас ыйтӑва та кун йӗркине ахальтен кӗртмен.

Help to translate

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Ҫак ӑмӑртусемпе округри спортсменсем хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ.

Help to translate

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Юнпа пӗвеннӗ пӗлӗтсенчен ҫӳле ҫӗкленейменскер, хӑвачӗ пӗтнӗн вӑйсӑррӑн ҫутатса, хӗллехи кӗске ҫулӗпе анӑҫалла шӑвӑнать вӑл.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине шурӑ тусем ҫине хӗллехи мӑран хӗвел тухнӑ-тухман, ӑшӑ ыйтса ӑна тархасланӑн, ял мӑрйисенчен тухакан шурӑ тӗтӗм юписем тӳпене пӑраласа шӑтараҫҫӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗлӗкхи чиркӳрен тунӑ пысӑк клуба хӗллехи кун хутса ӑшӑтасси ҫӑмӑл мар.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫутӑлса ҫитнипе хӗллехи вӑрман илемӗ илӗртӳллӗн те асамлӑн курӑнса кайрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗллехи ӑшӑ пӳрт шӑплӑхӗнче пӗр шӗвӗркке васкамасӑр кӗнеке вулать, ватӑ ҫынпа пӗчӗк хӗр ача вара пит тимлӗн итлесе лараҫҫӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Хӗллехи сивӗ ҫанталӑк тӑрать.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Хӗллехи пусӑрӑннӑ юр ҫинче ҫынсем тата ҫуна кӳлнӗ лашасем ҫеҫ ҫӳрекелетчӗҫ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӗчӗк, хӗсӗк кас пулнӑран хӗллехи ҫил-тӑман Вӑта кас урамне тем ҫӳллӗш юр хӳсе тултаратчӗ — хӑш чухне пӳрт тӑрри таранах.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Характерӗ хӗллехи хаяр ҫил-тӑман манерлӗччӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл хӗллехи вӑрӑм каҫсенче улаха та, ҫамрӑксен вӑййисене каяссине те мансах сӗтел хушшинче кӗнеке-тетрадь умӗнчен татӑлми ларчӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӳрши-арши каланӑ тӑрӑх, хӗллехи сивӗ кунсенче те кӑмакине ик-виҫӗ кунта ҫеҫ пӗрре хутса ӑшӑткалать.

Help to translate

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Бригадир хӗллехи сессине каниччен вӗсем ҫывӑхлансах, туслашсах ҫитрӗҫ.

Help to translate

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗллехи кермене штурмланӑ хыҫҫӑн отряда казармӑна куҫарчӗҫ.

Help to translate

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗллехи вӑрман ҫулӗ такӑр.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман ӗҫлекенсемшӗн ку лайӑх-ха, вӗсем хӗллехи кӗртлӗ-юрлӑ кунсене юратсах каймаҫҫӗ.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лейтенант ирӗлекен юр тӑрӑх ерипен уксахласа иртетчӗ, никӗс тӑпри ҫине ларатчӗ, хӗллехи хӗвелӗн хӑйӗнни пекех вӑйсӑр ӑшшинче хӗртӗнетчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗлле тӗлӗкре иртсе каять», — шӳтлетчӗ амӑшӗ хӗллехи ҫак тапхӑр, ҫерҫи сӑмси пек кӗске кунсем ҫинчен.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed