Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗвеллӗ the word is in our database.
хӗвеллӗ (тĕпĕ: хӗвеллӗ) more information about the word form can be found here.
«Уяр кунсем хӗвеллӗ, хӗвеллӗ те хаваллӑ; ӗҫри хӗрсем илемлӗ, илемлӗ те хаваслӑ», — тенӗ ҫак вӑхӑт ҫинчен чӑвашсем.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрнарта юнкун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланчӗ пулсан, Мускав пире шалкӑм та сивӗ ҫумӑрпа кӗтсе илчӗ.

Help to translate

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Масар тулашӗнче тӗнче шавланӑ, юрланӑ, кулнӑ, ыранхи хӗвеллӗ куна кӗтнӗ.

Help to translate

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

…Ҫапла паллашрӑм эпӗ иртнӗ ҫулхи апрелӗн хӗвеллӗ кунӗсенчен пӗринче ҫав тӗлӗнмелле ватӑ скульпторпа.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Кайран ӑна Атӑл хӑйӗн хитре ҫыранӗ ҫинчи хӗвеллӗ хулана — Сӗнтӗрвӑррине вӗренме янӑ.

Help to translate

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хальхинче унӑн куҫӗсем Атӑл хумӗсем тӗслӗ курӑнчӗҫ, — ҫуркуннехи хӗвеллӗ ҫанталӑкри Атӑл хумӗсем пек…

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗвеллӗ кунччӗ, унта-кунта кӑна илемлӗ кӑтра пӗлӗтсем иртетчӗҫ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл ҫинчи шавлӑ ҫуркуннен ачаш ытамӗнчен ниҫта пытансан та хӑтӑлма май ҫукчӗ, вӑл пире, пӑрахут ҫинчи ҫынсене, каютӑсенче те, ресторанра та шыраса тупатчӗ, каллех хӗвеллӗ палуба ҫине ҫавӑтса тухатчӗ…

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Хӗвеллӗ кунсен шучӗпе Иркутск иккӗмӗш Калифорни шутланать», — тетчӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Люся хӗвеллӗ Иркутск перронӗ ҫинче кӑвар пек чечексен ҫыххине тытса тӑрса юлчӗ…

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Питӗ лайӑх кӑмӑл, хӗвеллӗ ҫанталӑк тата спорт хӗрӳлӗхӗ ҫак кун тинӗс пек ҫутӑ сӑн-сӑпат парнеленӗ.

Отличное настроение, прекрасная солнечная погода и спортивный азарт - этот день подарил море ярких впечатлений.

Пишпӳлекре пысӑк спорт уявӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3639682

Хӗвеллӗ микрорайонти шкул строительствинче хальлӗхе ӗҫсен 23% кӑна пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Тӗп хулари Зоя Яковлева урамӗнчи, Хӗвеллӗ микрорайонти, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫулсене официаллӑ йӗркепе хута ярасси те документсем ҫинче тытӑнса тӑрать.

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Вӑл куракансем еннелле утса пырать, Йӗри-тавра — хӗвеллӗ ҫутҫанталӑк, чечеклӗ ҫаран.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Кашни сферӑрах пысӑк ӗҫсем пур: Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта, Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра, Канаш округӗнчи Янкӑлчра шкулсем тума пуҫланинчен тытӑнса тӗп хулари «Волга» стадионӑн вӗҫленсе пыракан реконструкцийӗ таран.

Help to translate

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Унсӑр вара хӗвеллӗ кун та тӗксӗм курӑнӗччӗ, чи ӑшӑ сӑмах та хӑпартлантармӗччӗ.

Help to translate

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Кунӗ хӗвеллӗ, ҫуллахи кун пек ӑшӑччӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗркунне мар, хӗвеллӗ ҫуркунне тепӗр хут ҫаврӑнса ҫитрӗ, тейӗн.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сире эпир, хӗвеллӗ тутарстан ҫӗршывӗнчи чӑвашсемпе удмуртсем, паянхи кун ҫакӑнта чи хаклӑ тӑвансене кӗтсе илнӗ пек хапӑл туса йышӑнатпӑр!

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанталӑк ҫу вӑхӑтӗнчи пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed