Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хыҫалти сак ҫинче ларакансенчен пӗри — хӑяр пек пӗчӗк пуҫлӑ, типшӗм те тӑсланкӑ пӳлӗ ҫамрӑк ура ҫине тӑчӗ.С одной из последних скамей поднялся сухопарый верзила с маленькой головой огурцом.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ӑҫта усрӑпӑр купӑста йӳҫӗтсен, хӑяр тӑварласан?
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Матви тӑвӑрланӑ хӑяр шывне чӗрес хӗрринчен ӗҫрӗ те каллех выртрӗ, ывӑлӗ вуласа кӑтартнӑ кӗнеке пирки шухӑшларӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫӗр айӗнче вӑл ҫӳлтинчен чылай аслӑрах, унта хӗллесерен вуншар пӑт ҫӗр улми выртать, катки-каткипе тӑварланӑ хӑяр, помидор, кӑмпа, йӳҫӗтнӗ купӑста, пан улми, банки-банкипе тӗрлӗ ҫырларан тунӑ варени, кӗленчесенче улма-ҫырла эрехӗ, пысӑк пичкере хӗлӗпех сӑра татӑлмасть…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Хампар хӗрринче пӑр мӑйракисем вӑрӑм пулчӗҫ, — каҫал хӑяр ӑнса пулать пуль, — хушса хучӗ тӗпелти амӑшӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӑм шыранӑ клуба шыраса тупрӑм та ҫуртӑн тимӗр ҫийӗ витӗрех фашистсен сӗтелӗсем ҫине «хӑяр» тӑкма тытӑнтӑм.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, помидор хакӗ 28,8 процент ӳснӗ, хӑяр – 19,7 процент, кишӗр 17 процент хакланнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пахча ҫимӗҫ хакланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33949.html
Улма йывӑҫӗсен турачӗсене хуҫса, хӑяр пахчисене таптаса пӗтереҫҫӗ.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑяр, купӑста, помидор лартрӑмӑр.
Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.
Паянччен кӑна пӗр эрне хушши ҫумӑрсӑр ҫанталӑк тӑчӗ: кӑнтӑрла ҫӗр улмипе хӑяр ҫеҫкисем вӑйлӑ тӑм тивнӗ пек шана-шана кайрӗҫ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Борисӑн чыхӑнни иртсе кайрӗ пулас, каллех хӑяр чӑмлани илтӗнчӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Сӑмсана эрех шӑршипе пӗрле хӑяр шӑрши те ҫитсе ҫапрӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ҫулла хӑяр татсан тӗрӗсех шутланӑ, — терӗм эпӗ.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ирхи апата ҫӗрулмипе хӑяр ҫисе, Катя патне чупрӑм.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫапла калаҫса илнӗ хыҫҫӑн Улля аппа пӗчӗк хутаҫа виҫ-тӑватӑ хӑяр, сухан, пиҫнӗ ҫӗрулми, ҫӑкӑр чикрӗ те мана тыттарчӗ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне Епифана апат лартрӗ, ҫул ҫинче ҫиме тӑварланӑ хӑяр шурӑ ҫӗтӗкпе ҫыхса пачӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне, эпӗ апат ҫиме кӗменнине кура, ман валли татӑк ҫӑкӑрпа халӗ ҫеҫ татнӑ симӗс хӑяр илсе тухрӗ.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫулла хӑяр сутсан е кӗркунне купӑста сутса укҫа тусан паратӑпах, халӗ, тупата туршӑн, пӗр пус та ҫук.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑнтӑрлахи апатра ҫӑкӑрпа хӑяр ҫинӗ хыҫҫӑн канма выртрӗҫ.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.