Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун хыҫҫӑнах темелле — хупаха пӗр ушкӑн кӗрсе тӑчӗ: аллине саппун айне чикнӗ сӳрӗк лавккаҫӑ; хӑюсӑр пирки хӑранӑн курӑнакан, темӗн пӗлме ҫунакан мӑнтӑркка, вуннӑсенчи кӑмӑлсӑр арҫын ача; арҫын кӗлеткеллӗ, манишкӑллӑ, тӑран ҫухаллӑ хӗр, — арҫын туйипе, арҫын портфелӗпе, арҫын хӑтланӑшӗсемпе; ӗҫкӗҫ сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ этем; таса та ҫирӗп, лутрашка йӑрӑ господин; ҫамрӑк икӗ хӗр; ылтӑн вӑчӑраллӑ, туяллӑ, сӑнсӑр-тӗссӗр галантерея майлӑ темиҫе йӗкӗт.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Анчах чӳрече янахӗ унӑн куҫӗсене магнитла туртать, юлнӑ виҫӗ сӑмаха вӑл сивлеккӗн, тертленӗвӗн ӑнлан-ми ӑнтӑлӑвӗпе тимлӗн вулать те вулать, кашнинчех — ҫӗҫӗрен хӑранӑн, чӗтре-чӗтре.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Геллин хуравне вӑйсӑр сасӑ та хупласран хӑранӑн Гутан куркине ҫав тери асӑрханса лартрӗ.Гутан поставил кружку так осторожно, словно малейший стук мог заглушить ответ Гелли.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Паян ӑна сирӗн пӑтара юлма юрамӗ-ши? — терӗ старик, манран ҫав тери хӑранӑн пек хӑюсӑррӑн йӑл кулса, эп ӑҫталла ярса пусатӑп, вӑл та манран юлмасӑр унталла пычӗ, ҫавна пула ӑна витӗрех ҫапнӑ эрехпе табакӑн шӑршинчен эпӗ пӗр самантлӑха та хӑтӑлаймарӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен туртӑмӗсем пӗртте пӗрешкел мар, Володьӑпа Дубков чӑнласа шухӑшлассине, сисӗмлӗхе аса илтерекен кирек мӗнрен те хӑранӑн туйӑнаҫҫӗ; Нехлюдов, пачах урӑхла, калама ҫук хавхалануллӑ, хастар ҫын, час-часах хӑйне тӑрӑхланине пӑхмасӑр, философи ыйтӑвӗсемпе туйӑмсем ҫинчен пуплеме пикенет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йывӑҫ ҫинчен Америкӑра ӳсекен темӗнле ҫимӗҫсем татнӑ пек тунӑ чух Любочка хӑй аллинчи пӗр ҫулҫӑ ҫинче акӑш-макӑш пысӑк хурт пуррине курах кайрӗ, сехӗрленсе ӳксе ӑна ҫӗре пӑрахрӗ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, унтан мӗн те пулин сирпӗнсе тухасран хӑранӑн, каялла сикрӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тен, упа ҫывӑрать унта, — пӑшӑлтатса илчӗ Эттай, темскертен хӑранӑн ун-кун пӑхкаласа илсе.— А может, там медведь спит, — опасливо осмотревшись вокруг, зашептал Эттай.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хуҫа, хӑранӑн хыпӑнса ӳксе, букварьсенче ҫавӑн пек ҫырни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.Хозяин, испуганно засуетившись, объяснял, что так писали в букварях.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл вӑхӑтран тарҫӑ хӑйӗн хаяр хуҫинчен хӑранӑ пекех хӑранӑн туйӑннӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Илтетӗп, — хӑранӑн пӑшӑлтатать Маняша.
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Амӑшӗ хура тутӑр ҫыхса ҫӳренӗ, шӑпӑрт пулнӑ, салхуллӑскер такама вӑратасран хӑранӑн пӑшӑлтатса калаҫнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ну, Вакула! — чӗриклетсе илчӗ шуйттан, лешӗ тарасран хӑранӑн, тимӗрҫӗ ӗнси ҫинчен ҫаплах-ха анмасӑр:— Ну, Вакула! — пропищал черт, все так же не слезая с шеи, как бы опасаясь, чтобы он не убежал.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл сасартӑк, хӑранӑн, куҫӗсене чарса, пысӑклатса хучӗ.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов, пӑлханса та, хӑйне пӳлӗмре илтме пултарасран хӑранӑн, ҫав тери шӑппӑн сывлама тӑрӑшса, пуҫӗпе кӗленче ҫумне ӳпӗнчӗ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Эпӗ ҫаплах сирӗншӗн хӑранӑн туйӑнать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ну, эсӗ ан суй!.. — терӗ вӑл хӑранӑн, ура ҫине тӑрса.— Ну, это ты врешь!.. — с тревогой сказал он, вставая на ноги.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Такам туртса илесрен хӑранӑн вӑл ывӑлне хӑйӗн ҫумне чӑмӑртарӗ.Она прижала сына к себе, как бы боясь, что кто-то его заберет.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Куҫ хӗррипе курнипе е тем илтнипе мар, Тамара ҫак самантра пӗтӗм чунӗпе-кӗлеткипе ачипеччӗ: куҫӗсене, кӑкӑр ӗмекен тӑпӑлкка хитре тутисене сӑнатчӗ, мӑш-мӑш сывланине темле питӗ кирлӗ хыпара илтмесӗр юласран хӑранӑн тимлӗн-тимлӗн итлетчӗ…
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫапла, ҫапла — шӑпах шӑппӑн, питне шаль тутӑр кӗтесӗпе е йӗкӗр ывҫӑпа хупласа, ҫак самантра кирлӗ шӑплӑха пистересрен хӑранӑн питӗ асӑрханса макӑрнӑ, ассӑн сывланӑ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
- 1
- 2