Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑраман вӑранса хӑлхи патне аллине илсе пычӗ.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Вӑл трубкӑна хӑлхи ҫумне хытӑрах пӑчӑртаса тытрӗ, тепӗр хӑлхине ывӑҫ тупанӗпе хулларӗ.
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл шасси кранне кӑларса ямалла турӗ, унӑн хӑлхи хӑнӑхнӑ сасса илтрӗ — кӑларса янӑ шасси шалтлатрӗ, хӑй пӗтӗм кӗлеткипе сиксе илчӗ, унтан шасси тухса кайнине палӑртакан симӗс лампочкӑсем пӗр вӑхӑтрах ҫуталнине курчӗ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кирле каласа хӑварни: «Хӑв та, манӗпен, эп ҫитнӗ тӗлех ҫитсе ӳкетӗн. Тӗрӗс пурӑнмарӑмӑр эпир. Питӗ йӑнӑш ҫулпа утрӑмӑр», — тени халӗ те Мустай хӑлхи умӗнчех янӑраса тӑрать…
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Анчах куҫӗ те, хӑлхи те кӑштах мӑкалнӑ унӑн халь.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӑлхи хытрӗ вӗсен.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Ҫывӑраймастӑн и? — хӑлхи тӗлӗнчех илтӗнчӗ асламӑшӗн сасси.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Денис ашшӗ хӑлхи хыҫӗнчен сигарет туртса кӑларчӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ӗҫсен, унӑн ыйхи питӗ йывӑр, хӑлхи тӗлӗнче пӑшал персен те сисмест…
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Хӑлхи илтет, куҫӗ курать-ха манӑн…
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
— Ӗҫ тухать, — терӗ вӑл, унтан Саня хӑлхи патнех тем пӑшӑлтатса вӑрттӑн сӑмах калас пек пӗшкӗнчӗ те: — Ӗҫ тухать! — терӗ хыттӑнах.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унӑн тавҫӑрма пӑрахнӑ пуҫӗ хӑлхи мӗн илтнине те ӑспа виҫеймерӗ, хирӗҫ каламалли сӑмахсене те хатӗрлеймерӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ик хӑлхи те, пичӗ-куҫӗ те вутпа хыпрӗҫ хӗрачан.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Каҫхине, мур пуҫӗ, тем шухӑшланӑ, ӑнланман-ши е хӑлхи илтмен-ши?!
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Трубкӑна хӑлхи патӗнчен илчӗ те ман еннелле ҫаврӑнчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пӗчӗк чӗрчун пуҫне хӗрача хӑлхи хыҫне пытарчӗ те ҫывӑрса кайрӗ.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
Карчӑкӗ тем каланӑ та, старикӗ, хӑлхи илтмен пирки, пуҫне карчӑкӗ патнелле пӗкнӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Вара каллех Аньӑна пӗтӗмпех хӑй ытамне илчӗ те калама ҫук хӗрӳллӗн, питӗнчен те, тутинчен те, хӑлхи патӗнчен те йӑлтах чуптӑва пуҫларӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ун ҫине куҫне хӗсерех пӑхакан Никифор Варламович хӑлхи хыҫне хыҫкаларӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӑлхи хупах ҫулҫи пек пысӑк.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.