Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн; 5. Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах сана ҫиекенсене пурне те хӑйсене ҫисе ярӗҫ; тӑшманусем те пурте хӑйсемех тыткӑна кайӗҫ, сана тустаракансене хӑйсене тустарӗҫ, сана ҫаратакансене хӑйсене ҫараттарӑп.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Йӗрӗх тӑвакансем пӗри те ниме тӑмасть, вӗсен тем пекех савнӑ йӗрӗхӗсем те нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене хирӗҫ хӑйсемех кӳнтелеҫҫӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем мӗнлереххи вӗсен пичӗ-куҫӗнченех курӑнать, хӑйсен ҫылӑхӗсене вӗсем уҫҫӑнах, Содом ҫыннисем пекех, каласа параҫҫӗ, пытарса тӑмаҫҫӗ: вӗсен чунне хуйхӑ ҫитӗ! вӗсем хӑйсене хӑйсемех усал тӑваҫҫӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене хӑратман та, шиклентермен те, вӗсем хӑйсемех наркӑмӑшлӑ чӗрчунсем хӗвӗшнинчен, ҫӗлен-калта шӑхӑрнинчен сехри хӑпнипе тӗп пулнӑ, ӗнтӗ сывлӑш ҫине те пӑхма хӑранӑ — унран ниҫта та тарса каяйман: 10. хӑйне хӑй кӳнтелесе айӑплакан усаллӑх вӑл хӑравҫӑ, чун-чӗри канӑҫ паманран темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларать.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура валли таната карса хучӗҫ; чунӑма таптарӗҫ; умӑма шӑтӑк алтса хучӗҫ, унта хӑйсемех кӗрсе ӳкрӗҫ.7. Приготовили сеть ногам моим; душа моя поникла; выкопали предо мною яму, и сами упали в нее.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Усал ӗҫ тӑвакансем, мана хирӗҫ тӑракансем, манӑн тӑшманӑмсем ӳтӗме ҫисе ярас тесе мана тапӑнсассӑн хӑйсемех такӑнса ӳксе пӗтӗҫ.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсен пурӑнӑҫне хӑйсемех пӗтереҫҫӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсене ун умӗнчех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Астарта юписене ҫӗмӗрнӗ вӑл, суя турӑсен касса та шӑратса тунӑ кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса салатнӑ, тусанне ҫав йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннисен тупӑкӗсем ҫине сапнӑ, 5. апӑссен шӑмми-шаккине лешӗсем хӑйсемех туса лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ, вара Иудейӑпа Иерусалима тасатнӑ, 6. Манассияпа Ефрем хулисенче, Симеон хулисенче — ӗнтӗ Неффалим йӑхӗ таранах — тата ҫав хутлӑхра пушанса юлнӑ вырӑнсенче те ҫавӑн пекех тунӑ, 7. чӳк парни вырӑнӗсене, Астарта юписене, суя тӗн туррисен кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ ҫинчи кӗлеткесене аркатнӑ, вара Иерусалима таврӑннӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсен хӳтӗлевҫи пирӗн Хӳтӗлевҫӗ пек мар; ҫакна пире тӑшмансем хӑйсемех кӑтартса параҫҫӗ.31. Ибо заступник их не таков, как наш Заступник; сами враги наши судьи в том.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр; Турӑран хӑрамаллине хӑйсемех курччӑр тесе, ҫылӑх ан туччӑр тесе Турӑ [сирӗн патӑра] сире сӑнама-тӗрӗслеме килчӗ, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей хунӗн сӑмахӗсене итленӗ те йӑлтах [хӑйне] каланӑ пек тунӑ; 25. Моисей вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ хушшинчен пултаруллӑ ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене халӑх пуҫлӑхӗсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] — туса лартнӑ; 26. вӗсем ӗнтӗ халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑнӑ; [пӗтӗм] пысӑк ӗҫ ҫинчен Моисее пӗлтерсе тӑнӑ, вак ӗҫсене пурне те хӑйсемех татса панӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав кунах фараон халӑха пӑхса тӑракансене тата сыхлавҫӑсене ҫапла хытарса каланӑ: 7. ӗнер, виҫӗмкун кирпӗч тума халӑха улӑм параттӑр, малашне ан парӑр, вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех улӑм пуҫтарччӑр, 8. кирпӗчне вара ӗнер тата виҫӗмкун мӗн чухлӗ тунӑ, ҫавӑн чухлех туччӑр, шутне ан чакарӑр; вӗсем ӗҫсӗр супнӑ, ҫавӑнпа: «каяр, хамӑр Туррӑмӑра парне кӳрер» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те; 9. вӗсене ӗҫ нумайрах парас: вӗсем ӗҫлеччӗр, пушӑ сӑмах калаҫса ан ҫӳреччӗр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачасем хӑйтӗллӗнлӗхе хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, хӑйсемех тумланса, апат ҫисе шкула тухса каяҫҫӗ, ҫула май кӗҫӗннине садике леҫсе хӑвараҫҫӗ.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫак кӗпене хӗрсем хӑйсемех шутласа кӑларса, ятарлӑ эскизсемпе ҫӗленӗ.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11