Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпарсӑр the word is in our database.
хыпарсӑр (тĕпĕ: хыпарсӑр) more information about the word form can be found here.
Ҫапла ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман та атте, хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Help to translate

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Хыпарсӑр пӗтнисен шутне кӗрес марччӗ!

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ула Тимӗр те хӑй класӗнче варринчи пӗр парттӑ хушшине Малинов Мишӑпа (каярахпа паллӑ пулчӗ: унӑн ашшӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ) пӗрле ларчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна Елчӗк районӗнчи ҫар комиссариачӗ 1946 ҫулхи август уйӑхӗнче СССР Оборона министерствине хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксем ҫинчен ярса панӑ донесенире ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Георгий Васильевич Козлов (1923-1942) 1942 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче тӑрать.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

1942 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

121-мӗш танк бригадин командованийӗ 1942 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче СССР Оборона Халӑх Комиссариачӗ ҫумӗнчи ҫар ҫыннисен ҫухатӑвӗсене шута илсе пыракан бюро начальникӗ тата 66-мӗш Арми штабӗн комплектовани пайӗн начальникӗ патне янӑ донесенире танк бригади октябрӗн 20-30-мӗшӗсенче вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ кӗҫӗн командирсемпе салтаксен списокӗ куҫ тӗлне пулчӗ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтак ҫапӑҫура вилни е хыпарсӑр ҫухални ҫинчен районти ҫар комиссариатне ҫыру-извещени янӑ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

— «Хыпарсӑр ҫухалнӑ, пӗтнӗ», теҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Октябрь уявӗ умӗн Марья Ивановнӑн тӑлӑх килне тепӗр пысӑк савӑнӑҫ килчӗ: чылай хушӑ хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн Лисук ҫыру ячӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Хыпарсӑр ҫухалнӑ» тени вӑл вилнӗ тесе пӗлтерни мар-ха тенӗ те Тарье, чӗринче мӗн тери йывӑр пулин те, ӑна ҫынна систермен.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович Озеров хыпарсӑр ҫухални ҫинчен Тарьене штабран ҫырса пӗлтернӗ.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нихҫан та пӗр хыпарсӑр ҫӳрекен марччӗ-ха ун визирӗ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗн Мускавран килекен хыпарсене сана пӗлтерсе тӑмалла мар пулӗ те?» — тесе тавӑрасшӑнччӗ, анчах чӗрре кӗме шутламарӗ, ун сӑмахӗсем хӑйне кӑмӑла кайманнине палӑртмасӑр: — Хыпарсӑр мӗнле пултӑр? Хӑш-пӗр хыпарсем ҫиткелеҫҫӗ, — тесе хучӗ.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗ унӑн хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Его жена пропала без вести.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Почтальон нумай вӑхӑт пӗр хыпарсӑр пурӑннӑ Алексейрен ҫыру кӗртсе пачӗ, ку ҫыру вара пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерсе ячӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— 1941 ҫулхи кӗркунне пичче Александр вӑрҫӑ хирӗнче хыпарсӑр ҫухални ҫинчен ҫыру килчӗ.

Help to translate

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Упӑшка ҫинчен, темиҫе хут ҫырса та, ырӑ ответ илеймерӗм: хыпарсӑр ҫухалнӑ, Верден крепоҫне хӳтӗленӗ ҫӗрте пуҫне хунӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл Хӗрлӗ тинӗсре хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Он пропал без вести в Красном море.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мирка вӑрҫӑран таврӑнайман, хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Help to translate

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed