Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн виллӑра эпӗ тифран сиплентӗм — сывалтӑм, кризис хыҫҫӑн пуҫӑма та, аллӑмсене те ҫӗклеймен чухне эсир мана кашни кун хаҫат вуласа хыпарсемпе паллаштараттӑр.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Камерӑна кӗрсен следователь Давенант ҫине кӑсӑкланса тинкерчӗ, малтанхи хыпарсемпе килӗшӳллӗн вӑл каттӑркӑҫ сӑнлӑ, тискер ҫапӑҫуҫа тӗсеме хатӗрленнӗччӗ ахӑр, анчах тӗрмере ларуҫӑ сӑн-сӑпатне курсан кӑштах аптӑрарӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑн: эсӗ «тӗлӗнмелле» хыпарсемпе килсен тепӗр кунне пирӗн, ялан тенӗ пекех, укҫа пӗтет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Ҫапла, мӗн курни-илтнине шута илсе, НКВДна килнӗ ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашса, Калюк эшкерне епле майпа тытасси ҫинчен тӗплӗн те татӑклӑн шухӑшлама вӑхӑт.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр.
Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсем ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/01/13/news-3754208
Свифт кунта улпут таврашсем хушшинчи ҫӗнӗ элек хыпарсемпе политика хыпарӗсене пӗлнӗ, литература тавлашӑвӗсене ним чӗнмесӗр итлесе ларнӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Семеновски флешсем патӗнчен ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ хыпарсемпе килекен кашни адъютант — вӑл хумхантаракан, хӑрушӑ хыпар илсе килет-и, е хаваслантаракан савӑнӑҫлӑ хыпар-и — анчах ҫав сехетсенче унта, флешсем патӗнче, ҫапӑҫу мӗнле пулас ыйту татӑлассине ҫирӗплетсе панӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах эпӗ темӗншӗн совет летчикӗсен ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерекен хыпарсемпе ытларах интересленеттӗм.Но почему-то я был особенно захвачен сообщениями о действиях советских лётчиков.
6. Ҫӗнӗ хавхалану // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
— Фронтран килнӗ ҫӗнӗ хыпарсене пӗлетӗр-и эсир? — ыйтрӗ вӗсенчен Павӑл, вара лешсем пӗлменни ҫинчен каласан вӑл Хӗрлӗ Ҫар пысӑк ҫӗнтерӳ туни ҫинчен, пролетари чаҫӗсем ҫӗнӗ хуласене ирӗке кӑларни ҫинчен хӑй шухӑшласа кӑларса тата кивӗ хыпарсемпе усӑ курса каласа пачӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ытти чухне яланах ӑна малтан ачасем тытса илетчӗҫ, хаҫатсене пӑхса тухатчӗҫ те ман патӑма чи ҫӗнӗ хыпарсемпе пыратчӗҫ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак хуйхӑллӑ юхӑм хӗвеланӑҫ енчен сехрене хӑпартакан хыпарсемпе пынӑ, — темле чармалла мар танксем ҫинчен калаҫнӑ ҫынсем, пурне те пӗтерекен шавлӑ самолётсем ҫинчен пӗрне пӗри пӗлтернӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Усал хыпарсемпе киревсӗр сӑмахсем сарӑлаҫҫӗ!
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лешсем фронтри юлашки хыпарсемпе интересленчӗҫ.Те, в свою очередь, интересовались последними сводками с фронтов.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Страхлакан компанисен рейтингне тытса пыракан агентстви (АСН-Агентство страховых новостей) хыпарсемпе паллаштарнӑ май клиентсен сӗнӗвӗсене те пичетлесех тӑрать.
Сирӗнпе ҫыхӑну тытма эпир хавас // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2020.12.11
Мӗнле хыпарсемпе килтӗн, кум?
Хӑрушӑ хыпарсем // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Вӑл темле кӳршӗсем ҫинчен каласа парать; ашшӗ, ҫав хыпарсемпе хытӑ интересленсе, тепрер хут ыйта-ыйта пӗлет.
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Калаҫмалли ҫӗнӗ хыпарсемпе темӑсем яланах тем чухлӗ пухӑннипе вӗсене кӗске тӗлпулура пӗтерме ниепле те ҫук.Столько всегда накопится новостей и тем для разговоров, что никак не втиснешь их в короткую встречу.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кунтан вара хӑйсен чи шанчӑклӑ ҫыннисене кирлӗ хыпарсемпе Румыние тата Петлюра патне яра-яра тӑнӑ.Отсюда рассыпались проверенные «зубры» в Румынию и к самому Петлюре.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Гленарван, Айртонран илтнӗ хыпарсемпе усӑ курса, ҫӗнӗ шыравсен планне сӳтсе явма тытӑнма шутланӑччӗ, майор ҫавӑн чухне самантрах ҫапла ыйтса пӗлчӗ матросран.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ну, тусӑм, савӑнтаратӑн эсӗ мана ҫӗнӗ хыпарсемпе…
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.