Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эх, хывӑнса сикмеччӗ тӑрӑ та уҫӑ шыва!
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Илем» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пысӑк бассейнӑн чашине, бассейн тӑррине юсанӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсенче, бассейнсен чашисем тавра ӑшӑ урай, плитка сарнӑ, ачасен душевӑйне, санузелсене юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ, тренажер залӗнче тата фитнес-залра спорт линолеумӗ сарнӑ, электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ тата ытти те.
Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s
Левен, Тамара ҫумӗнче ларкаласа пырсан, хывӑнса, ҫӳлти вырӑна йышӑнчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хывӑнса тӑхӑнччӑр-иҫ, — асра-тӗсре пулман халапсем калама пӑхрӗ Левен; сӑмах сыппа пымасть.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Хӑвах пӗлен, — сӑмаха ҫаплипех тӑсать Паша, — иккӗн чух ытла час хывӑнса тӑхӑнма ҫук.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Эпир халь хывӑнса тӑхӑнасшӑн.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Лешӗ тӑма хӑтлансанах эсӗ ӑна, хывӑнса ӳкнӗ ҫӗлӗкӗ вырӑнне, «шлепке» тӑхӑнтартсах тӑнӑ иккен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хывӑнса, сӗтел хушшине вырнаҫрӗ Ҫимун, пысӑк аллисене пӗрле тытса сӗтел ҫине хучӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫтаппан тухса кайсан, Микула хывӑнса тумланчӗ те: — Варвара Макаровна, эпӗ каятӑп! — терӗ кил хуҫи хӗрарӑмне.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хывӑнса ҫӑвӑнчӗ те ӗҫ тумтирне майласа типме ҫакрӗ, малтанах якатса хунӑ шӑлаварӗпе гимнастеркине илсе тӑхӑнчӗ.
5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Акӑ вӑл йывӑрпа пуҫне ҫӗклерӗ, ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Йывӑр ҫын хывӑнса кушетка ҫине вырнаҫрӗ ҫеҫ, пилӗкӗ касма пуҫларӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӳрте кӗрсен, хывӑнса питне-куҫне пусӑ шывӗпе ҫуса илнӗ хыҫҫӑн вӑл акӑ мӗн каласа пачӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Арҫын темерӗн… — вӑр-вар хывӑнса чустана тасата пуҫларӗ Васса.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хывӑнса тенкелсем, пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ.
XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вара халичченхи пекех типтерлӗн хывӑнса ҫывӑрма выртрӗ.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Надя, Надежда, юрататӑп-ҫке эпӗ сана, — пӑшӑлтатрӗ Кирилл хывӑнса.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Тӑм илтерсе янӑ аллисене хӗрсем сивӗ шыва чикеҫҫӗ те, ҫара алӑранах пӑр «перчетки» шӑнкӑлт! хывӑнса ӳкет.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл, ӑшӑрханипе вӑйран кайса, кӗлесӗр аслӑ пушмакӗ хывӑнса ӳкесрен урине сӗтӗререх, вӑраххӑн утрӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хывӑнса выртрӗ те ирчченех канлӗн ҫывӑрчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.