Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫана (тĕпĕ: хуҫа) more information about the word form can be found here.
Янттине ӗҫсе ҫиме юратакансем тарават хуҫана кӗвӗҫсе мухтаҫҫӗ:

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Пӗтӗм инкек Михха пирки иккен. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн хӑрушӑ самантра пӗр хуҫана хӳтӗлесе ҫакнашкал пӑлхав кӑларма кирлӗччӗ-и? Ҫук. Куншӑн аслӑ патша каҫармӗ. Йӑнӑша юсама васкамалла»… — тет, айванла, кӗпӗрнатӑр (III кӗн., 564 стр).

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Энӗшкасси пуянӗнчен пуҫласа Атӑл тӑрӑхӗнчи чаплӑ хуҫана ҫитиччен Михха темӗн тӗрлӗ, ҫӗр чӑтайми ирсӗрлӗхпе тискерлӗх те тума ӗлкӗрет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл ӗнтӗ, вӑрман ӗҫӗпе пуйса ял кулакӗнчен пысӑк хуҫана тухнӑскер, баронран кая мар ҫӗр улпучӗ хӑй пулса тӑрать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Уезчӗпе чи ырӑ та хисеплӗ хуҫана хурлама пӑхасшӑн.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку этем хисеплӗ хуҫана никам илтмен-курман хур кӳчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑмӑртарах сӑмсин кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫуначӗсемпе сӑмса шӑтӑкӗсем тӗлӗнчен чылай хулӑн тути патне анакан хырмасӑр хӑварнӑ ҫинҫе хура йӗрсем хуҫана уйрӑмах ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей лавккана кӗчӗ, тавар сӗтелӗ патнерех иртсе, хуҫана пуҫ тайса сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сахар абзы, каҫар та, урасем лачкамах йӗпенчӗҫ, — терӗ вӑл хирӗҫ тухнӑ хуҫана.

Help to translate

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла мӑшкӑл кӑтартса хӑварчӗ хуҫана хӑй килӗнчех Аттеней.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем темле майпа Сарри хӑлхине те кӗчӗҫ: ывӑлӗ ҫынсем мӗн калаҫнине картишӗнче итлесе тӑчӗ-ши е пӗри, йӗплӗ чӗлхелли, юри каласа пачӗ хуҫана, ҫав кунах староста Аттенее хӑй патне чӗнтерчӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫана алӑ парса (арӑмӗ ҫывӑрма выртнӑччӗ ӗнтӗ), мӑрса алӑк патнелле утрӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла сӑйланӑ хыҫҫӑн унӑн хуҫана чӗнмеллехчӗ хӑй патне, нуратдинран нимӗн те пытармалла марччӗ.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тата пирӗн ват хуҫана ма илсе килчӗ вӑл?

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑ ӗнтӗ, ҫавӑ ӗнтӗ, — хуҫана ӑнлансах пӗтереймерӗ-ха хӑна.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах калаҫӑва хӗрарӑм хутшӑнни хуҫана килӗшмерӗ, вӑл арӑмне куҫ шурри кӑтартрӗ те лере тухса ҫамрӑксене апатлантарма хушрӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫана вӗсем пусма вӗҫӗнче кӗтрӗҫ.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑр тӗллӗн калаҫар-ха, мӗн пулса иртнине хамӑр ӑнланса илме тӑрӑшар, — хуҫана хӳтӗленӗ пек пулчӗ Алттыш.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Унтан хуҫана хӑлхаран ҫапла пӑшӑлтатрӗ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тукайпа эпир туслӑ, — тем ырӑ япала асне килчӗ пулас хуҫана — сухал айӗн кулӑ палӑрчӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed