Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑр (тĕпĕ: хуш) more information about the word form can be found here.
Тимӗрҫӗ ҫав сехете ҫеҫ кӗтсе тӑна тейӗн, пӗрлӗхлӗ пухуччен темиҫе кун малтанах вӑл, заявлени ҫырса, ӑна райком уполномоченнӑйне кайса панӑ, хӑй ҫавӑнтах: агитатор ӗҫне хушӑр мана, тенӗ.

Он будто бы только и ждал этого часа: написал заявление задолго до общего собрания, отнес его уполномоченному райкома и тут же предложил свои услуги в качестве агитатора.

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Тата ун ҫумне арӑмӗпе тӑват ачине хушӑр.

Да еще жена с четырьмя ребятишками в придачу.

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Манра Вильям ҫырӑвӗсем те пур, кӑмӑл тӑвӑр, пӗр-ик йӗрке ҫырса пама хушӑр ӑна, танлаштарса пӑхӑпӑр…

У меня есть письма и от Уильяма; будьте любезны, попросите его черкнуть строчку-другую, мы тогда могли бы сравнить почерк.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Сэр, — терӗ Роберт, пӑлханнипе чӗтӗресе, — сирӗн мана шыва сиктерес килмесен, шлюпкӑна халех шыва яма хушӑр.

— Сэр, — сказал Роберт, дрожа от волнения, — если вы не хотите, чтобы я бросился в море, прикажите спустить шлюпку.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хушӑр кӑна, эпир тем тума та хатӗр.

Приказывайте, мы готовы повиноваться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хушӑр, эпӗ ӑна илсе килӗп.

Прикажите, я его приведу.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Эпир ҫав тери выҫӑ; унтан тата пӗр бутылка шампански лартма хушӑр.

Мы голодны ужасно; да велите нам воздвигнуть бутылочку шампанского.

XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Чӑрмантартӑм пулсан, каҫарӑр, — пуҫларӗ Павел Петрович ун ҫине пӑхмасӑр: — манӑн сирӗнтен ҫакна кӑна ыйтас килетчӗ… паян хулана яраҫҫӗ пулас… мана валли симӗс чей илсе килме хушӑр вара.

— Извините, если я помешал, — начал Павел Петрович, не глядя на нее, — мне хотелось только попросить вас… сегодня, кажется, в город посылают… велите купить для меня зеленого чаю.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Ваше превосходительство, асаплантарса вӗлерме ан хушӑр, асаплантарса вӗлерес тетӗр пулсан та хӑвӑр аллӑрпа вӗлерӗр», тесе каласшӑн пултӑм эпӗ.

«Ваше превосходительство, — хотел я было сказать, — не прикажите казнить, а если уже хотите казнить, то казните вашею генеральскою ручкою».

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

— Кайӑр та хамӑр списокпа паллӑ тунисенне хӗҫпӑшалӗсене тытса илме хушӑр.

— Идите и прикажите, чтобы были разоружены те, которые намечены у нас по спискам.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полка ҫапӑҫма хатӗр тӑма хушӑр.

Прикажите полку стать в ружье.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тата акӑ мӗн: хӑвӑр казаксене мана хам хӗҫпӑшала каялла пама хушӑр.

— И еще: прикажите вашим казакам возвратить мне оружие.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калаҫса ларма кӗтӗм тата, сӑмах май, лава кайма ан хушӑр, тесшӗнччӗ: утсем урасӑр пулчӗҫ пирӗн.

Побрехать зашел да кстати сказать, чтоб в обывательские не назначали: кони у нас в ножной.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗрремӗш ротӑна хӑвӑртрах утма хушӑр!

— Прикажите первой роте прибавить шаг!

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Калаҫас кӑмӑлӑр пулсан, сотньӑна утсем ҫинчен анма хушӑр.

 — Если желаете вести переговоры, прикажите сотне спешиться.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӳлӗм эсир ун пирки ан та ыйтӑр, тӳрех машинӑпа килме хушӑр.

— Так что на будущее об этом вы не спрашивайте, а прямо велите подъезжать.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Депутат ҫаплах каларӗ, — хӑйӗнчен хушса каларӗ Сергей, — сирӗн станицӑра опытлӑ ҫын, йывӑҫ нумай юхтарса курнӑ Прохор Афанасьевич Ненашев пур, терӗ, ҫак ӗҫе ӑна хушӑр, — терӗ.

Депутат так и сказал, — прибавил от себя Сергей, — что есть у вас в станице опытный человек, старый сплавщик Прохор Афанасьевич Ненашев, вот вы ему это дело и поручите.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ваше величество патшаҫӑм, вӗлерме ан хушӑр, каҫарсамӑр!

— Ваше царское величество, не прикажите казнить, прикажите миловать!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑҫан кирлӗ пулать, хушӑр ҫеҫ, персе ӳкерме эпӗ яланах хатӗр!

Когда надо, я завсегда ухлопаю, только прикажите!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Эпӗ пуҫларӑм, эсир эпӗ калани ҫумне хушӑр, мана тӳрлетӗр, критиклӗр, епле пулмаллине каласа парӑр…»

«Я начал, вы добавьте к тому, что я сказал, поправьте меня, критикуйте, расскажите, как должно быть…»

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed