Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑкне питӗрнӗ, анчах аяккисенче хушӑксем пур.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пуҫне унӑнне шурӑ мамӑкпа, марлӗпе ҫыхнӑ, тута, сӑмса тата хӑлхасем валли хӑварнӑ хӗсӗк хушӑксем кӑна аякран хуп-хуран курӑнаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кун ҫути питӗ вӑраххӑн килчӗ, алӑк ҫинчи хушӑксем витӗр вӑл шалалла ытла та шӗвеккӗн сӑрхӑнса кӗчӗ.Рассвет наступал медленно, жидко пробиваясь в амбар через узкие щели в двери.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗ хуппин ҫиелти пайӗсенчи малтанах пулнӑ шӑтӑксемпе хушӑксем витӗр тухас пулсан та, вӑл ҫав тери вӑйлӑн сирпӗнсе тухнипе пӗр пушӑ вырӑн та юлас ҫук.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Эсӗ пырса кӗнӗ галерея сана кунта илсе килмеллех, мӗншӗн тесен ҫӗр айӗнчи мӗнпур ҫурӑксем, хушӑксем, эпир хамӑр тӑракан пысӑк хӑвӑлран тӗрлӗ еннелле радиуссем пек саланса каяҫҫӗ пулмалла.
XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Замока пӗр аллӑ ҫул хушши юсаманни, унӑн ҫивиттийӗсем ҫумӑр яни тата паркетсенче пысӑк хушӑксем пулни ҫинчен пӗлсен, Горева тӗлӗнчӗ; мӗнпур дворецӗпе те икӗ туалет пӳлӗмӗ кӑна тата вӗсенчен пӗри хупӑ тӑрать иккен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кайран, вӑл Ивана качча кайсан, — чӑнах та, качча кайса нумай пурӑнман ӗнтӗ, ҫапах та телейлӗ каҫсем пулнӑ-ха вӗт, сарайӗнчи хушӑксем витӗр ҫӑлтӑрсем курӑннӑ, июньри каҫ ӑшӑ ҫу шӑршипе тулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑмаран ҫапса тунӑ стенари хушӑксем витӗр шупка уйӑх ҫути кӗрет.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мӗнле ҫӑткӑн чӗрчун пралукпа пӗчӗк хушӑксем анчах хӑварса каркаланӑ таппа кӗрсе кайма пултарнӑ.
Шӑши патши // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Баррикада патӗнчен хушӑксем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ондоль кӑмакине пӑхсан вара ҫав хушӑксем кӑмакан ӑшши куҫмалли ҫулсем — пӑрӑхсем — пулнине часах тавҫӑрса илме пулать.
Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html
Ачасен ҫӑварӗсенчи хушӑксем пурте фонтансем пек тулса тӑчӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2