Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑкран (тĕпĕ: хушӑк) more information about the word form can be found here.
Хушӑкран та пулин ҫутӑ курӑнмасть, кунта пӗр чӗрӗ чун ҫук тейӗн.

Через их щели не проникало ни луча света; нигде не было ни малейших признаков жизни.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Турӑҫӑм — тухтӑр, ҫынна мӗн пулнине пӗлместӗп эпӗ: хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тахҫантанпах ӗнтӗ тухмасть, алӑка питӗрсе лартнӑ хӑй, эпӗ хушӑкран пырса пӑхрӑм та: вӑл шак юн ҫинче выртнине куртӑм; куртӑм та кӑшкӑрса ятӑм, вӑл мана алӑк урлӑ: «нимех те мар, Аграфена Антоновна», — тет.

«Батюшка-лекарь, не знаю, что с моим жильцом сделалось: не выходит долго из своей комнаты, дверь запер, я заглянула в щель: он лежит весь в крови: я как закричу, а он мне говорит сквозь дверь: «Ничего, Аграфена Антоновна».

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Алӑкне хупсах лартман иккен, алӑкпа алӑк сулли хушшинче чылаях пысӑк хушӑк пулнӑ; — Марья Алексевна ҫав хушӑкран пӑхрӗ те хӑлхисене чанках тӑратрӗ.

Дверь была полуотворена; между дверью и косяком была такая славная щель, — Марья Алексевна приложила к ней глаз и навострила уши.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушӑкран пӗчӗк ҫӑл сӑрхӑнса тухать, вӑл, чӑнкӑ ҫыран тӑрӑх юхса, хӑй ҫулӗ ҫинчи мӑянсене хускатать.

Маленький ручеек просачивался из щели и бежал вниз по обрыву, заставляя вздрагивать ползучие растения и бурьян.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр вырӑнтан, тарӑн хушӑкран, эпир каллех парӑса антарса иртрӗмӗр, аялта шыв, таҫта ҫӳлте — кӑвак тӳпе, ик еннипе — чӑнкӑ та тӑвӑр ҫырансен ешӗл капламӗ, Унтан каллех, мотора чарса, парӑс ҫӗклесе, эпир Водохранилище тӑрӑх симӗс сӑмсахсем патӗнчен, хирӗҫ пулакан яхтӑсен ҫумӗнче ярӑнса ҫӳреме пуҫларӑмӑр.

Свернув парус, на моторе мы прошли глубокую выемку — узкий тенистый туннель, где внизу была вода, наверху — голубое небо, а с обоих боков — зеленые срезы крутых берегов, Потом опять, остановив мотор, подняв парус, мы скользили по водохранилищу мимо зеленого мыса и встречных яхт.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алӑк хыҫӗнче тӑрса хушӑкран кӑна пӑхрӑм та эпӗ, хӗре йӑлтах хӗрхентӗм, унӑн чечен пит-куҫӗ пӗтӗмпех шурса кайрӗ!

Только стоя за дверью, я мог в щель рассмотреть ее лицо: и мне стало жаль — такая смертельная бледность покрыла это милое личико!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

1. Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те — куратӑп: акӑ икӗ ту варринчи хушӑкран тӑватӑ ҫар урапи тухать; тӑвӗсем вара пӑхӑр тусемччӗ.

1. И опять поднял я глаза мои и вижу: вот, четыре колесницы выходят из ущелья между двумя горами; и горы те были горы медные.

Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed