Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипеле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫапла Килтеш ялӗнчи икӗ карчӑк хушшипеле хура кушак чупса иртрӗ.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтан сеид, унтан хан, унтан карачисемпе эмирсем учӗсене утланчӗҫ те, хан свити ик айккипе тӑрса тухнӑ халӑх хушшипеле хула хапхи еннелле иртрӗ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑннӑ Дохтуров йӗркесӗрленнӗ полксем хушшипеле майпен иртсе кайса, пӗр хумханмасӑр приказсем панӑ.

Усталый, медленно проезжал между расстроенными полками и спокойно отдавал приказы.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Экспедици ҫулӗ Арнгейм ҫӗрӗнчен кайса, купӑстапа ӳссе ларнӑ хирсемпе, бамбуксемпе пандануссен хушшипеле пынӑ.

Путь экспедиции проходил через землю Арнгейма, среди зарослей капустных полей, бамбуков, сосен и панданусов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫаксем хушшипеле уткаланӑ май, вӑл аллине тытнӑ салтак астутаркӑҫӗ тӑрӑх юрлакан ҫинҫе сасӑпа ыйтусем парать.

Расхаживая между скамейками, он певучим тонким голосом задает вопросы по солдатской памятке, которую держит в руках.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑмӑр чулсем хушшипеле сӑрхӑнайса сӑрт шывӗ юхнӑ, сӗм-тӗттӗм пӑчӑ шырлантан ҫӗрӗк шӑршӑ персе вӑл тӑнӑ.

Сквозь серый камень вода сочилась, и было душно в ущелье темном и пахло гнилью.

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed