Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрле тусӗсем сӑмах чӗнмесӗр, тӗттӗмре такӑна-такӑна, анчах темле пулсан та суранӗсене хускатас марччӗ тесе, Давыдова алӑ вӗҫҫӗн килне ҫӗклесе кайрӗҫ, ҫавӑнтанпа вӑл пӗрре те тӑна кӗмерӗ, вун улттӑмӗш сехет ӗнтӗ вилӗмпе асаплӑн кӗрешет.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Обломова пӗчченлӗх йӑлӑхтарса ҫитерсен, унӑн калаҫас, канашлас, вулас, чӗрине хускатас килсен, — ун умӗнче яланах ӑна тимлесе итлеме хатӗр ҫын пур: Алексеев унӑн шӑплӑхне те, калаҫӑвне те, пӑлханӑвне те, кирек мӗнле шухӑшӗсене те ӑнланать, унпа пӗр майлӑ пулать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ алла хускатас тесе пӗтӗм вӑя пухатӑп, вара темле ют сасӑ калани илтӗнет, ку пачах ман сасӑ мар:Я напрягаю все силы, пытаясь шевельнуть рукой, и чей-то чужой, неестественный голос произносит.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Йӳҫӗ ҫӑкӑр шӑршипе хресченӗн кивӗ кил-ҫурчӗн шӑрши ҫапнӑ кӗрӗк айӗнче вӑл шӑрчӑк чӗриклетнине итлесе выртнӑ, пӳрнисене те хускатас килмен.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашкинчен вӑл урӑх утма пултарайманнине, ӑна халь малалла нимӗнле вӑй та хускатас ҫуккине тата тепре ларсан урӑх нихҫан та тӑраяс ҫуккине туйрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Иоав ҫара ертсе тухнӑ та аммонсен ҫӗрне тустарма тытӑннӑ, унтан Равва хулине хупӑрласа илнӗ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Давид Иоава, унпа пӗрле хӑйӗн тарҫисене тата израильсенӗн пӗтӗм ҫарне вӑрҫа кӑларса янӑ; вара вӗсем аммонсене парӑнтарнӑ та Равва хулине хупӑрласа илнӗ; Давид Иерусалимра юлнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак ыйтӑва хускатас терӗмӗр Турханти врач амбулатори йӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗпе, «Ҫулталӑк ҫынни - 2015» конкурс ҫӗнтерӳҫипе А. Кольцовпа.
Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11