Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑра пысӑках хумасӑр килӗшӗпӗр: эпир начар организациленмен, тейӗпӗр.Согласимся, не страдая ложной скромностью: мы организованы неплохо.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Илья Артамонов ытларах та ытларах мухтанса кӑшкӑракан пулса пычӗ, ҫапах унӑн, ытти пуянсем пек, ҫынсене нимӗн вырӑнне хумасӑр мӑнкӑмӑлланасси пулман, рабочисемпе вӑл хӑйӗнпе тан ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫнӑ, вӗсен туйӗсенче пулнӑ, ачисене тӗне кӗртнӗ, праҫниксенче пир-авар тӗртекен ватӑ рабочисемпе калаҫса ларма юратнӑ, лешсем ӑна хресченсене йӗтӗне ӗлӗк-авалтанпа сухаласа пурӑннӑ анасем ҫинче тата ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗсене акма канаш пама вӗрентнӗ, ку вӑл питӗ лайӑх пулнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗр-икӗ ҫултан, вӑта Сӑпас кунӗ, «Никола на Тычке» текен чиркӗве ҫӳрекенсем кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтӗнче «ют ҫынна» асӑрхарӗҫ, — вӑл ҫынсем хушшинче хӗсӗнсе, вӗсене нимӗн вырӑнне хумасӑр тӗрткелесе ҫӳрерӗ, Дрёмов хулинче пуринчен те ытларах хисеплекен турӑшсем умне хаклӑ ҫуртасем лартрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Комсомол организаци пуҫланса кайни ҫинчен калама пуҫласан, Борис Хохлов ӗҫне нимӗне хумасӑр тапӑнни те мана питӗ килӗшместчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӗсметре ларма чипер, ӑс хумасӑр та пит меллӗн, вӑл пӗр-икӗ вак ӗҫпе хӑй питне кӗҫҫе ҫӗленӗ.— Мелких дельцев пару шор он надел на глаза оба, чтоб служилось хорошо, безмятежно, узколобо.
Хӗсметҫӗ (Служака) // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 130–133 с.
Тайгара хӗлле пулса курнӑ ҫын ӑшӑ тумтирсӗр, палаткӑсӑр, кӑвайт хумасӑр мӗнле ҫӗр каҫмаллине аван чухлама кирлӗ.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
— Епле кӑвайт хумасӑр ҫывӑртӑр-ха вӑл! — тӗлӗнсе ыйтрӑм эпӗ.
Хӗлле пулӑ тытни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 125–127 с.
Тимрук паян нимӗн те ҫимен, вӗри апат ӑна калама ҫук тутлӑ пек туйӑнчӗ, хӑйне мӗн панине вӑл кашӑк хумасӑр сыпса-ҫисе ячӗ, чейне те ӗҫрӗ.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӗнӗ улмапа та ҫамрӑк купӑстапа пӗҫернӗ шӳрпе халь ҫеҫ кӗвелнӗ турӑхпа юрнӑран-и, Тимрука пит техӗмлӗн туйӑнчӗ, вӑл кашӑкне сӗтел ҫине хумасӑр апатланчӗ.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Фашизм ҫынсене намӑслантарнине, ҫын вырӑнне хумасӑр мӑшкӑлланине, чӑтмалла мар хуйхӑ-суйхӑ панине ан манар!
Буффало стадионӗнче // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хам та астӑватӑп-ха, шӑл хушшине тӗпренчӗк хумасӑр кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫетчӗ.Я еще и сам помню, как он пил днями и ночами, причем, в рот не брал ни крошки.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл яланхи пекех кашӑкне сӗтел ҫине хумасӑр, шавлӑн сыпма тытӑнчӗ.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Иккӗшӗ вӗсем кашӑкӗсене сӗтел ҫине хумасӑр ҫиеҫҫӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл хӑйӗн киревсӗр шухӑшне пурнӑҫламасӑр, вилӗм шӑтӑкне чулпа витнӗ пек, республикӑна — монархипе, Францие Англипе витсе хумасӑр лӑпланас ҫук.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Де-Лантенак маркиз хӑй ирӗкӗпе вӑрмансемпе сывпуллашрӗ, хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхне, ирӗклӗхне шута хумасӑр, хӑйне хӳтӗлекен сӗм вӑрмантан тухса, вилӗме хирӗҫ кайрӗ.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӳррипе каласан, ҫав задачӑна буржуалла наука нимӗн вырӑнне те хумасӑр иртсе каять.Кстати — задачу, игнорируемую современной буржуазной наукой.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Этем алӑ хумасӑр, тулӑклӑ алӑсем перӗнмесӗр пулман кусем.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаев Васютинпа паллашман пулнӑ, хӑй патне вӑл пӗр именмесӗр, пуҫне пысӑка хумасӑр кӗни ӑна килӗшрӗ; сӑн-пичӗпе те Васютин ӑна тӳрех кӑмӑла кайрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Анчах вӑтам цифрсене тӗпе хуни вӑл — лайӑх ӗҫлекенсен ҫитӗнӗвӗсене хака хумасӑр япӑххисен ӗҫӗпе хупласа хурас тесе, малтанах калани пулать.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫемьесӗр ирттернӗ ачалӑх унӑн ҫивӗч туйӑмлӑ чӗрине тӳрлетме пултарайман паллӑ хӑварнӑ, вара вӑл, ҫавӑнтанпах, ачисене ниме хумасӑр ҫемьене пӑсакансене курайми пулнӑ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.