Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑрса (тĕпĕ: хуйхӑр) more information about the word form can be found here.
Сетнер тӑрать ҫавӑнтах Пуҫне усса хуйхӑрса.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫавӑнпала амӑшӗ Юмӑҫ патне уттарчӗ; Ах-ахлатса, хуйхӑрса Хӑй хуйхине каларӗ.

Help to translate

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Нарспи ларать лаҫҫинче Икерчӗсем ҫуласа, Ҫураҫнине асӑнса, Ларать мӗскӗн хуйхӑрса: — Ҫичӗ ютран килчӗ ют Атте килне хӑтана.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Нарспи шывне ӑсрӗ те Килне утрӗ хуйхӑрса, Килне ҫитрӗ, йӗрсе ячӗ Сетнерӗшӗн хурланса.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сивӗ, хаяр хӗл иртет, Каять йӗрсе, хурланса, Сивӗ куҫҫулӗпе йӗрет Иртнӗ куншӑн хуйхӑрса.

Help to translate

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сехре Иванӗ пӗр-пӗр инкекшӗн кулянакан ҫын, анчах — тӗрӗссине калар — вӑл пӗтӗм чунтан хыпӑнса ӳксе нумайччен ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр хуйхӑрса ҫӳрекен этем мар.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗрне: — Ятман, саншӑн унта Левентей хуйхӑрса ларать, кайса кӗчӗ ҫавӑнта, мӗнле хуратса хӑварать ӗнтӗ ҫуркунне ҫӗре тесе, пӑшӑрханать, — терӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сафа-Гирей ҫав вӑхӑтра чылай аякри Арскра хуйхӑрса ларнӑ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

…Ҫав вӑхӑтра Ахтупайпа Ятламас тимӗрҫӗ лаҫҫи умӗнче хуйхӑрса ларчӗҫ, мӑрсан кӗлпе те кӑмрӑкпа витӗннӗ кил вырӑнӗ ҫине пӑхса вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен сӑмахларӗҫ.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат йӑлт начарланса кайрӗ ӗнтӗ ашшӗшӗн Хуйхӑрса

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Кунта та ним те тӑрса юлман ӗнтӗ», — ҫапла хуйхӑрса пынӑ чухне, ял вӗҫӗнче ҫунса пӗтеймен пӳрт кил картинче арҫын ача чупса ҫӳренине курчӗ.

Help to translate

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Саншӑн хуйхӑрса чӗре ыратать, аҫу ҫутӑличен тӑрса тутар ханӗ патне кайрӗ, лаша вӑрлакансене тытма пулӑшу ыйтап тет».

Help to translate

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кичеммӗн хуйхӑрса ҫут тӗнче ҫине пӑхать.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аслашшӗ кӑна хӗвелтухӑҫ еннелле темле хуйхӑрса шиклӗн пӑхкаларӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инкӗшӗ ҫинчен ҫырнӑ тӗле вуланӑ чух Павӑл каллех Соня пит хуйхӑрса юлнине аса илчӗ:

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылайччен хуйхӑрса ларчӗҫ вӑл каҫ Соньӑпа Павлуш.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн хуйхӑрса ларатӑн?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ паян та, Елюк иртенпех хӑйӗн юлташӗсемпе хуйхӑрса ҫӳрет: ыран ҫураҫма пыраҫҫӗ — ӑна пуян Паймук ывӑлне — Микихвере — качча парасшӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Канӑҫ та, ыйхӑ та сан пирки ҫухалать ҫыннӑн, сывлӑхӑма та эсех ҫиетӗн, — хуйхӑрса пырать ҫӑмарта хуҫи.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемей, ҫаплах иртрӗ-шим пирӗн пурнӑҫ, тесе хуйхӑрса макӑрса та пӑхать тепӗр чух, стариккин шур ҫӳҫне е унӑн кӗреҫе сухалне йывӑҫ турапа якатнӑ хушӑра.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed