Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Чун-чӗререн ӗненсе коммунизм обществи тӑвакан ҫирӗп ҫынсене, этемлӗхӗн ҫутӑ малашлӑхӗшӗн, ҫынсен ҫӗр ҫинчи телейӗшӗн кӗрешме хӑйсем суйласа илнӗ ҫул ҫинчен нимле тӑшманла вӑй та, нимле йывӑрлӑх та пӑрса ярайми ҫынсене вӗрентсе ҫитӗнтерес аслӑ ӗҫе хӑвӑр произведенисемпе хутшӑннинчен хисеплӗрех ӗҫ урӑх пулма та пултараймасть».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ман шутпа хресчен — сан аҫу-и, тепри-и — дворянсенчен хисеплӗрех хальхи вӑхӑтра.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫакӑ кӑна пуриншӗн те паллӑ: пирӗн татах та хисеплӗрех задачӑна пурӑнӑҫламалла — тӑшман тылне тата шаларах кӗрсе каймалла.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ситанова ятласа ӑна пур енчен те тапӑнма пуҫларӗҫ, вӑл ну майччен чӗнмесӗр тӑчӗ, анчах, юлашкинчен, хисеплӗрех ҫынна каларӗ:На Ситанова лезли со всех сторон, ругая его он долго молчал, но наконец сказал почтенному человеку:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пирӗн енчисем те, тӑшман енчисем те темле кӑмӑлсӑр пулнӑ пек тӗлӗнсе карӗҫ, пӗр темле хисеплӗрех ҫын Ситанова ҫиленсе каларӗ:И наша и вражья сторона были неприятно удивлены, какой-то почтенный человек сказал Ситанову сердито:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хисеплӗрех ҫынсенчен хӑшӗсем картишне тухса кайрӗҫ, пӳлӗмре вырӑнтан хускалайми ӗҫсе супнисем ҫеҫ юлчӗҫ.Солидные люди частью ушли во двор, остались только осовевшие, неподвижно пьяные.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кирек мӗнле юмӑҫ карчӑк та пысӑк вӗреннӗ ҫынран хисеплӗрех пирӗн.Любая знахарка у нас более почитаема, чем высокообразованная женщина.
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— …Анчах сентябрӗн вунулттӑмӗш кунӗ чаплӑрах, хисеплӗрех.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Паллах, ҫыннӑн пурнӑҫӗ тӑвӑр пулсан, тӗнчери чи пысӑк кӗпер ҫинчен сикни хисеплӗрех пулнӑ пулӗччӗ, анчах кӑна тума ҫӑмӑл мар: пӗр енчен, ҫак пралуксемпе канатсен картийӗ урлӑ каҫса ҫитеймӗн; тепӗр енчен, кӗпере пачах ун пирки туман.
XX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫынни мӗн чухлӗ хисеплӗрех пулать, ӑна ҫавӑн чухлӗ ытларах тӗрлеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Игнат Савельевич арӑмӗ ҫине айккинчен ачашшӑн пӑха-пӑха илнӗ, сылтӑм аллипе картусне кӑшт сӗртӗнсе, хирӗҫ пулакан хресченсене пуҫ тайнӑ, — пӗрисене саламланӑ чухне аллине картус сӑмси патне илсе пынӑ, теприсене хисеплӗрех саламланӑ — картусне ҫӗкленӗ те, ӑна пӗр самант кукши тӗлӗнче тытса тӑрса, сайралса юлнӑ ҫӳҫӗсем ҫине пусса лартнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хальхи пурнӑҫра кун пек ят хисеплӗрех те, илемлӗрех те.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Каласа кӑтартӑр-ха эсир мана: вӑрӑ-хурахла тата жуликла ӗҫсенчен илсен, пӑртак хисеплӗрех, хӑвӑр пултарулӑхпа мухтанмалӑх ӗҫ мӗн те пулин туса курнӑ-и эсир, е мухтанмасӑрах та пулин каласа парӑр-ха — эпӗ сире хама юрӑхлӑ компаньон пулма пултарасса пӗлсе тӑрам.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Ҫапла пӑхнине пула хӗрарӑм, шӑмшакӗнчен те, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен те вӑйлӑн аталанса, тулашӗнчен пӑхӑнса тӑнӑ пек курӑнать пулин те, хӗвелтухӑҫри ытти вырӑнсенчи пекех, хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенчипе танлаштарсан, ҫурт-йӗрте, килйышра чылай пысӑкрах, чылай хисеплӗрех вырӑн йышӑнать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Акӑ малти партӑсем хушшине хӗрачасем лара пуҫларӗҫ, пуҫтарӑннӑ халӑх ытти ирӗк вырӑнсене йышӑнчӗ, хисеплӗрех хӑнасем мала ирте-ирте ларчӗҫ, хӑшӗсем пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ытти япаласенчен хисеплӗрех вырӑнта ылтӑнпа капӑрлатнӑ Эрар роялӗ йӑлтӑртатса ларать.Среди всего, на почетном месте, блистал, в золоте с инкрустацией, флигель Эрара.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
33. Чухӑн ҫынна ӑсне кура, пуян ҫынна пуянлӑхне кура хисеплеҫҫӗ: 34. чухӑн чухне хисеплӗ ҫын пуяна тухсассӑн мӗн тери хисеплӗрех пулӗ?
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ халӗ Ҫӳлхуҫана Вӑл хӑвӑн Турру пулӗ тесе каларӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳрӗп, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсене тытса тӑрӑп, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑп терӗн; 18. халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн, 19. Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1