Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах кӗрӳшне хисеплес тата юратас кӑмӑлне ҫухатман.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫӑкӑр-тӑвара хисеплес пулать.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Хисеплес мар тесен те хисеплеттерет вӑл хӑйне, — терӗ кӑна хирӗҫ Лашманов.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Володя вырӑнӗнче пулсан эпӗ сана, — терӗ вӑл Анюк шӑпланнӑ-шӑпланман, — йӗп вӗҫӗ чухлӗ те, ак ҫакӑн чухлӗ те, — чӗрни вӗҫне кӑтартрӗ Надя, — хисеплес ҫук.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Ваҫли, аннене апла ан кала ӗнтӗ, ват ҫынна пирӗн хисеплес пулать, — йӑпӑлтатрӗ Марье.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Упӑшкине хисеплес тӗлӗшпе те пачах улшӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах, яланхи пекех, ваттисене хисеплес йӑларан тухмасӑр: — Юрӗ… Хушмастӑн пулсан, хальчченхи пекех чӗнӗп. Анчах уссӑрах харкашатӑн. Халь ӗнтӗ пирӗн пурнӑҫа тепӗр май ҫавӑрма ҫук, — терӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кашни халӑхӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки пур, ӑна хисеплес пулать.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кампа та пулин чуна уҫса калаҫма вӑл ҫынна шанас, хисеплес пулать-ҫке.Чтобы душу кому-то открыть, его надобно уважать, верить ему…
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ваттисен йӑлине хисеплес пулать: чыканла пурӑнас мар, — текелесе ҫӑкӑр каснӑ та кашни ачи умне ашшӗ пӗрер татӑк сив какай тата хӗрлӗ кӑшман каса-каса хунӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чӑвашра рабочи класс аталанайман, вырӑнти условисене шута илмелле, наци туйӑмне хисеплес пулать текен шухӑшсемпе чеен витӗнсе, Алюнов тин ҫеҫ политика юхӑмне хутшӑнма пуҫланӑ ҫынсене, пуху ытларахӑшне хӑй майлӑ ҫавӑрать, эсерсене юрӑхлӑ резолюцисем йышӑнтарать.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
«Упӑшкине тӗп тунӑ ҫынна нихӑш хӗрарӑм та пурӗпӗр хисеплес ҫук, тӑванӑм».
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах вӗсенчен пӗри мана вӑл хӑйӗн чапӗпе пуянлӑхне хӑйӗн ҫӗршывӗпе хӑйӗн патшине сутнипе кӑна тупма пултарни ҫинчен, тепри ҫак тӗлӗшпе ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерни ҫинчен, нумайӑшӗсем тата айӑпсӑр ҫынна айӑплас майпа законсене пӑсни ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн (шансах тӑратӑп, вулакан мана ҫакӑншӑн ҫиленмест пулӗ тесе шутлатӑп), ҫак сӑлтавсем ятлӑ ҫынсене ачаранпах хисеплес туйӑма пӑртак та пулин чакарчӗҫ пулин те, кӗҫӗн вырӑнти ҫынсен аслӑ вырӑнти ҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ таранах хисеплесе тӑмалла пулать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑн пек шутласа хисеплес пулать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Министр ҫивӗч сӑмах каланине ырлас кӑмӑлпа, генерал самай хытӑ кулса ячӗ, анчах пӗр-пӗринпе ӑшшӑн калаҫнӑ минутра та, вӑл пысӑк начальствӑна хисеплес йӑларан тухмарӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӑй ҫине никам та асӑрхаса пӑхманни ӑна пӑртакҫӑ кӳрентернӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫак тӑхлан тусанӗ ҫапнӑ тӗксӗм питлӗ ҫынсене хисеплес те килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лешӗ ун ҫине айӑплӑ куҫсемпе пӑхса ларнӑ, именчӗклӗн кулкаланӑ, ҫав вӑхӑтрах унӑн чӗринче кӑмӑлӗ ыйтнине ҫирӗппӗн пурнӑҫлакан чӗрӗ старике хисеплес туйӑм аталансах пынӑ…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл старикӗн ҫылӑх ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене аса илнӗ, старик туррӑн ырӑ кӑмӑлне ӗненни ҫинчен шухӑшланӑ, ҫакна пула Щурова хисеплес туйӑм сиксе тухнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑрман пуянӗ таса ӗҫпе мар пуйнине, тата хӑйӗн килӗнче вӑрман ҫӗрӗнчи пӗр тӗттӗм ялта, аван мар пурӑннине Фома ҫынсенчен нумай илтнӗ, ҫапах, ҫак хитре кӗлеткеллӗ; уҫӑ сӑн-питлӗ, тап-таса куҫлӑ пысӑк старике курсан, унӑн ӑна ирӗксӗрех хисеплес килсе кайнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара, ҫавӑн чух, унра тӗксӗм те хирӗҫӳллӗ туйӑмсем хӗмленсе кайнӑ: унӑн, пӗр енчен, архитектора кӳрентерес килнӗ, ҫав вӑхӑтрах, тепӗр енчен, кӗвӗҫӳпе пӗрле, ӑна хисеплес те килнӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.