Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплеме (тĕпĕ: хисепле) more information about the word form can be found here.
Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».

Help to translate

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m

Пирӗн паянхи тивӗҫ — вӑрҫӑра кӑтартнӑ паттӑрлӑха асра тытса паянхи ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва хисеплеме, юратма вӗрентесси.

Help to translate

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Пурӑнатпӑр-пурӑнатпӑр кампа та пулин, ҫынни ҫын пекех, ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть пек, унран уйрӑм, урӑх ҫӗрте, урӑх ҫынсемпе пурӑнма пуҫлатӑн ҫеҫ, унччен ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман этеме кунран-кун ытларах та ытларах хисеплеме тытӑнатӑн.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кун пек мероприятисем ачасене художествӑпа эстетика аталанӑвне витӗм кӳреҫҫӗ кӑна мар, ҫутҫанталӑка юратма тата хисеплеме те вӗрентеҫҫӗ.

Такие мероприятия не только положительно влияют на художественно-эстетическое развитие детей, но и воспитывают любовь и уважение к природе.

Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ҫурҫӗр упин пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... un-3662114

Ӑстаҫӑсен ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ пирӗн ҫар ҫыннисене чӗререн тав тума, хисеплеме парать.

Эта благородная работа наших мастериц отражает нашу глубокую признательность и уважение к нашим военным.

Хушӑлкара ҫыхнӑ "нускисем" госпитальсене каяҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ya-3645056

Ку ҫемьере ӗҫе юратма, аслисене хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

В этой семье прививаются любовь к труду и уважение к старшим.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3641505

Ҫулӗпе аслӑ пулсан та, пуҫлӑхсене хисеплеме пӗлет мучи, йӗркене юратать.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа салтаксене хисеплеме пӗлет вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, упӑшкине хисеплеме хӑнӑхтӑр!

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫук, ӑна хисеплеме мар, малти пӳр-те те кӗртме юрамасть!»

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е куракансем хӑвӑра хисеплеме пӑрахасса кӗтетӗр-и?!

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрӳшне ҫӗр общинин уполномоченнӑйне суйласан, вӑл прихутри шутлӑ ҫынсен хушшинче тивӗҫ вырӑн йышӑнӗ тесе, Сантӑр ӑна хисеплеме, уншӑн мӑнаҫланма та хатӗрччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тен, эсӗ унпа калаҫас тесе сӑмах пуҫласан Сергеев юлташ сан ҫине сӳрӗккӗн пӑхса: «Кам эс? Мӗн кирлӗ сана? Тупӑннӑ кунта ӑҫтиҫук! Ҫухал ман умран, пшол!» — тесе калӗ те, пӗтрӗ пуҫ вара — кайран хама хам хисеплеме пӑрахатӑп вӗт».

Help to translate

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Ҫепӗҫ те илемлӗ куллушӑн, йӑрӑс пӳллӗ кӗлеткӳшӗн, кирек мӗнле ӗҫре те вӑр-вар та ҫивӗчлӗхӳшӗн-хастаррушӑн, ыттисене хисеплеме пӗлнишӗн.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ирина билетсем тата ӑс паракансем текен вырӑнсене ӑнлансах ҫитереймерӗ пулсан та, Архипова вӑл ытларах хисеплеме, шанма пуҫларӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑйне канӑҫ паман ыйтупа общежити коменданчӗпе Марина Осиповнӑпа калаҫрӗ: ҫамрӑксем аслисене хисеплеме, вӗсем асӑрхаттарнине шута-вырӑна хума пӗлменнине палӑртрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна Ҫӳлти Аттемӗр тесе хисеплеме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл класра дисциплинӑна ҫӑмӑллӑнах йӗркелеме пултарать, пӗр-пӗрне яваплӑ пулма, хисеплеме вӗрентет.

Она может легко наладить дисциплину в классе, способна внушить ответственность и уважение друг к другу.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Ҫапла хӑвӑра ытларах хисеплеме пуҫлатӑр.

Так вы даже будете больше себя уважать.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уяв ватӑ ҫынсене пурне те хӑйсен тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн, вӗсен пурнӑҫри пысӑк опычӗшӗн, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ӑслӑлӑхӗшӗн чӗререн хисеплеме тата ӑшӑ сӑмахсем калама май парать.

Праздник дает прекрасную возможность выразить глубокое уважение и сказать теплые слова благодарности всем пожилым людям за их добросовестный труд, за их огромный жизненный опыт, доброту, мудрость.

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3461957

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed