Шырав
Шырав ĕçĕ:
хирӗҫлейми (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑ ҫеҫ хирӗҫлейми паллӑ: Харита пӑрахса хӑварнӑ хыҫҫӑн Тренган арчасене те уҫса пӑхман, пӳлӗме те кӗрсе курман; тӑруках чирлесе ӳкнӗ те кӗҫех вилсе выртнӑ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех следстви хирӗҫлейми ҫирӗплетӳсем тупса панипе ҫакна палӑртнӑ: О. Ганувер Кная ҫул ҫинче тупнӑ ҫырӑва пӗр ҫынна памашкӑн килнӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
— Эпӗ ҫапла тетӗп, хам пурнӑҫран лайӑх чухлатӑп ӑна, — кӳреннипе хӗрӳллӗн ответлерӗм эпӗ, ним пытармасӑр каланипе ӑна хирӗҫлейми тӑвасшӑн пулса.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Академиксене Альбина Альбертовна пит ахальтенех мар ятласа илет-ха: унӑн никам хӑйса хирӗҫлейми шучӗпе, Николай Юрьевича тахҫанах профессортан академика куҫармалла-мӗн те, анчах пуш вырӑн ҫукран, пурне те ыттисем йышӑнса пӗтернӗрен кӑна ӗҫе тӑсса пыраҫҫӗ имӗш: ара, кам хӑй ирӗкӗпех пушаттӑр-ха ҫавнашкал ҫӳллӗ те ӑшӑ вырӑна!
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Англи миссийӗн начальникӗ Локкарт господин маларах кӑтартса панӑ фактсене тунма хӑтланса пӑхрӗ, анчах ВЧК аллинче никам хирӗҫлейми документсем пур, вӗсем ҫак каварӑн пур йӗрӗсем те Британи миссийӗн аллинче пӗтӗҫсе тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Страницăсем:
- 1