Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Вара Сусанна ҫари ҫухӑрса янӑ; пуҫлӑхсем те иккӗн тан ӑна хирӗҫле кӑшкӑрашма тытӑннӑ, 25. вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та пахча алӑкне уҫса пӑрахнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вунӑ мӑйрака ҫакна пӗлтерет: ҫав патшалӑхра вунӑ патша вӑй илсе ҫӗкленӗ, вӗсем хыҫҫӑн урӑххи, ыттисенчен уйӑрӑлса тӑраканни, килӗ, вӑл виҫӗ патшана тӗп тӑвӗ, 25. вӑл Ҫӳлти Турра хирӗҫле сӑмахсем калӗ, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене хӗсӗрлӗ; вӗсен уявӗсене тата вӗсен саккунне чарса лартма ӗмӗтленӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен тӗреклӗ аллупа, паллӑсем кӑтартса, хӑватсем туса, пысӑк вӑюпа, аслӑ хӑватупа илсе тухнӑ, паянхи пекех, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ; 12. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, усал ӗҫ турӑмӑр, Эсӗ панӑ пур йӗркене те хирӗҫле тӳрӗ мар ӗҫ турӑмӑр.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман хушшӑмри пӗтӗм вӑйлӑ ҫыннӑма Ҫӳлхуҫа кӗҫӗне хӑварчӗ, манӑн яш ачамсене пӗтермешкӗн мана хирӗҫле пуху пухрӗ; Ҫӳлхуҫа Иуда хӗрне иҫӗм ҫырлине таптанӑ пек таптарӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн умра темӗн чухлӗ усал ӗҫ турӑмӑр, пирӗн ҫылӑхсем пире хирӗҫле кӳнтелеҫҫӗ: усал ӗҫӗмӗрсем хамӑрпа пӗрлех ҫав, эпир хамӑрӑн усал ӗҫсене пӗлсех тӑратпӑр.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Санӑн улпутусем саккуна хирӗҫле ӗҫсем тӑваҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсемпе туслашаҫҫӗ; вӗсем пурте парне таврашне юратаҫҫӗ, сӗревшӗн хыпса ҫунаҫҫӗ; тӑлӑх-турата хӳтӗлемеҫҫӗ, тӑлӑх арӑм ӗҫӗ вӗсем патне ҫитеймест.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ниме тӑман парнӗрсене текех илсе ан килӗр: тӗтӗм тӗтӗрни те йӗрӗнтерет Мана; ҫӗнӗ уйӑх уявӗпе шӑматкунсене, уяв пухӑвӗсене тӳсме пултараймастӑп: саккуна хирӗҫле ӗҫсем — ҫав хушӑрах уявсем!
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хитрен курӑнакан чеелӗх пулать, анчах вӑл саккуна хирӗҫле; айӑпласшӑнах тӳнтерле сут туни те пулать.22. Есть хитрость изысканная, но она беззаконна, и есть превращающий суд, чтобы произнести приговор.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сӑваплӑ ҫынна хирӗҫ кавар тӑвӑпӑр: вӑл пире кансӗрлет, пирӗн ӗҫсене хирӗҫ тӑрать, пире саккуна хирӗҫле ҫылӑх тӑватӑр тесе ӳпкелет, пире тӗрӗс мар пӗлӳ илнӗ тесе сивлет; 13. хӑй Турра пӗлни ҫинчен хыпарлать, хӑйне Ҫӳлхуҫа ывӑлӗ тет; 14. пирӗн умра вӑл — пирӗн шухӑш-кӑмӑла питлекенӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аскӑн хӗрарӑм — тӗпсӗр авӑр, ют арӑм вара — ансӑр пусӑ; 28. вӑл, вӑрӑ-хурах пек, пытанса ларать те — халӑх хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тӑвакансен йышне ӳстерет.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 12. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле: 9. ҫакӑ вӑл саншӑн — хӳхӗм пуҫкӑшӑль, мӑю валли — илемлӗ эреш.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӗрем ҫын арӑмне сӑхланнӑ пулсассӑн, эпӗ ҫын алӑкӗ умӗнче сыхласа тӑнӑ пулсассӑн, 10. ан тив, манӑн арӑм ют ҫын валли авӑрттӑр, ют ҫын мӑшкӑлӗ пултӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн ку — ирсӗр ӗҫ, ку — саккуна хирӗҫле, сута тивӗҫлӗ ӗҫ; 12. ку — тӗппипе ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, вӑл манӑн пӗтӗм пурлӑха пӗтеретчӗ.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ездра тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эсир саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, Израиль ҫылӑхӗсене ӳстерсе, ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, ҫавсемпе пурӑнатӑр.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сана хирӗҫ яман мана Ҫӳлхуҫа Турӑ: эпӗ Евфрат ҫинче вӑрҫӑ вӑрҫатӑп, халӗ Ҫӳлхуҫа — манпа пӗрле, Ҫӳлхуҫа мана хистет; пӑрӑн, Ҫӳлхуҫана ан хирӗҫле, тенӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ Артаксеркс патша патне Иерусалима хирӗҫле ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: 9. «Рехум канашҫӑ, Шимшай ҫыруҫӑ тата вӗсен юлташӗсем — динейсем, афарсафхейсем, тарпелейсем, апарссем, арехьянсем, вавилонсем, сусансем, дагсем, еламсем 10. тата ытти халӑхсем — аслӑ та мухтавлӑ Аснафар [Сеннахирим] куҫарса килсе Самари хулисемпе юханшыв леш енчи хуласене вырӑнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑхсем» тата ытти те.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ мана васкама хушрӗ; Турӑ — манпа пӗрле, хӑвна ан пӗтертӗр тесессӗн, Ӑна ан хирӗҫле, тенӗ.И Бог повелел мне поспешать; не противься Богу, Который со мною, чтоб Он не погубил тебя.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйне хӗсӗк килнӗ вӑхӑтра та вӑл, Ахаз патша, Ҫӳлхуҫа умӗнче саккуна хирӗҫле ӗҫсем тума пӑрахман.22. И в тесное для себя время он продолжал беззаконно поступать пред Господом, он - царь Ахаз.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ӑна хирӗҫле каварлашнӑ та [Иоас] патша хушнипе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче ӑна чулпа персе вӗлернӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.