Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн the word is in our database.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) more information about the word form can be found here.
Унӑн хура куҫӗсем хаяррӑн ҫуталчӗҫ.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗршер тупӑ хаяррӑн кӗрлесе, тӗнчене кисретсе тӑнине курман, тӑхлан ҫумӑр айӗнче чупман, алла штык тытса, тӑшман ҫине сиксе ӳкмен.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса куҫӗ хаяррӑн, хӑватлӑн ҫиҫрӗ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Какое отношение имеет сан пата Мустай? — терӗ вӑл ҫинҫе сасӑпа хаяррӑн.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен начальникӗ тӳрех хаяррӑн кӑшкӑрса ыйтма тытӑнчӗ пирӗн ҫынсенчен:

Help to translate

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Эс мӗнле правӑпа ҫын тислӗкне пухса ҫӳретӗн? — хаяррӑн ыйтать кандидатран.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Мӗн терӗр?! — усала сиссе хаяррӑн, пӑлханса ыйтрӗ вӑл телефонпа темле ырӑ мар хыпар пӗлтерекен арҫынран.

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ чӗнмесӗр ларнине Турунов ун тӗллӗн ман шухӑшӑм улшӑнас ҫуккине пӗлтерни вырӑнне хучӗ пулас та — сасартӑк сиксе тӑчӗ, хаяррӑн каласа хучӗ:

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ял витӗр йӑтса тухма та хатӗр эпӗ сана», — тет те ҫавӑнтах хаяррӑн каласа хурать: «Строги выговор шаплаттаратӑп сана, ӳлӗм кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пырса ан сӗкӗн», — тет.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тухса кай! — хаяррӑн пӳлчӗ мана Омежников.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑхне ҫиҫӗм пек йӑлкӑштарса Арлашкин ҫырӑвне хаяррӑн вуласа пачӗ:

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевичӑн чарусӑр йытти хальхинче те ҫав икӗ эсремет пекех хаяррӑн хамлатма тытӑнать ӗнтӗ».

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла майпа вӗсем виҫӗ-тӑватӑ ҫыхӑ турӗҫ-и — ҫывӑхрах аслати хаяррӑн кӗмсӗртетрӗ, вӑрман хыҫӗнчен хура пӗлӗт упа пек йӑраланса тухрӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кил картинчи йытӑ хуларан килнӗ ҫын хӑйӗн хуҫи ҫинчен аванмартарах шухӑшланине туйса илчӗ-ши, пӗр хушӑ шӑп выртнӑскер, каллех хаяррӑн хамлатма тытӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кил хуҫи яла килме йыхӑрса телеграмма ҫаптарать, кунта вара йытӑ кӑна хаяррӑн хамлатса кӗтсе илет, кун пек чухне, чӑн та, аптрамаллипех аптрамалла.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак тамаша, хӑрах урине кил картинелле ярса пусрӗ кӑна — таҫтан ампар хыҫӗнчен кашкӑр пек пысӑк хура йытӑ сиксе тухрӗ, хаяррӑн хамлата-хамлата вӗрекенскер, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫын патнелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кил картине кӗреймӗн: унта йытӑ хаяррӑн хӑрлатать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

– Ун пек хаяррӑн калаҫиччен «Нарспи» поэмӑри ӗҫ-пуҫ хӑш вӑхӑтра пулса иртнине шута илмелле.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чи малтан каласан, вӑл ман ҫине хаяррӑн ҫеҫ пӑхса илчӗ, калаҫмарӗ те.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Эсӗ апла шанатӑн! — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ ашшӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed