Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑрӑн the word is in our database.
хамӑрӑн (тĕпĕ: хамӑрӑн) more information about the word form can be found here.
Валькӑна хӳтӗлекен турӗҫ, айӑплаканӗ хамӑрӑн воспитатель Суткин пулчӗ, председателӗ — эпӗ…

Защиту поручили Вальке, общественным обвинителем был наш воспитатель Суткин, а председателем — я…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Свидетельсене хамӑрӑн артистсемех выляс терӗҫ, пӗр Ларинсен няни валли ҫеҫ костюм тупӑнмарӗ, ҫавӑн пирки вара Пушкин вӑхӑтӗнче те няньӑсем пирӗн вӑхӑтрисем пек тумланнӑ тесе кӑтартма тӳрӗ килчӗ.

Свидетелей взялись играть наши актеры, только для няни Лариных не нашлось костюма, и пришлось доказывать, что в пушкинские времена няни одевались так же, как и в наши.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑрӑн Энска, крепость валне, понтон кӗпере, вашмак ҫыран хӗрринчи ҫуртсене тӗлӗкри пекех куратӑп.

Как во сне, мне представляется наш Энск, крепостной вал, понтонный мост, дома на пологом берегу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Степанпа хамӑрӑн кайри карета хыҫӗнчен ҫуран пыратпӑр.

Мы со Степаном шли пешком за последней нашей каретой.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Эпир ӗнтӗ хамӑрӑн лояльнӑй тивӗҫе тытмалла».

«Мы должны выполнить наш лаояльный долг».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урасем ман лӑштӑрах кайрӗҫ, алӑсем карлӑк ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗҫ: тимӗр решетке тӑрӑх электричество янӑнах туйӑнчӗ, — пӗрре ҫапла хамӑрӑн кайри пусма ҫинче эпӗ ӑнсӑртран татӑлнӑ провода ярса тытнӑччӗ.

У меня как-то странно обмякли ноги, а руки так прилипли к перилам, что мне показалось, будто по ним пустили электрический ток, — я однажды так схватилась у нас на черной лестнице, где оборвался провод.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пире аслӑ класс тесе шутласан, шкул советӗнче пирӗн хамӑрӑн икӗ представитель пулмалла.

А как старший класс, мы должны иметь двух представителей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Мухтав турра», — тесе мӑкӑртататчӗ вара вӑл хӑйне-хӑй, — «ачана ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ, ӗҫтернӗ-ҫитернӗ. Мӗн ытлашши укҫа тӑкмалла-ши, ҫитменнине тата, хамӑрӑн ҫынсем ҫук пек, мусье тытмалла!» — тетчӗ.

«Слава богу, — ворчал он про себя, — кажется, дитя умыт, причесан, накормлен. Куда как нужно тратить лишние деньги и нанимать мусье, как будто и своих людей не стало!»

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑрӑн ҫывӑх хурӑнташ, гварди майорӗ Б. князь кӑмӑлне пула, мана ҫуралачченех Семеновски полка сержанта ҫырнӑ пулнӑ.

Матушка была еще мною брюхата, как уже я был записан в Семеновский полк сержантом, по милости майора гвардии князя В., близкого нашего родственника.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.

Не знаю наверное, верю ли я теперь предопределению или нет, но в этот вечер я ему твердо верил: доказательство было разительно, и я, несмотря на то, что посмеялся над нашими предками и их услужливой астрологией, попал невольно в их колею; но я остановил себя вовремя на этом опасном пути и, имея правило ничего не отвергать решительно и ничему не вверяться слепо, отбросил метафизику в сторону и стал смотреть под ноги.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа памалла?

Почему мы должны давать отчет в наших поступках?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хамӑрӑн кашни туйӑмӑн тӗшне виҫӗ хутлӑ хуппи витӗр куратпӑр.

Видим зерно каждого нашего чувства сквозь тройную оболочку.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн тӗлӗрме пуҫланӑ хула сӗрлевӗ евӗр шавӗ иртнӗ кун-ҫула аса илтерчӗ, шухӑшӑмсене ҫурҫӗрелле, хамӑрӑн сивӗ столицӑна куҫарчӗ.

Однообразный шум его, подобный ропоту засыпающегося города, напомнил мне старые годы, перенес мои мысли на север, в нашу холодную столицу.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ хамӑрӑн духанщицӑна тара тытрӑм-ха, вӑл тутарла калаҫма пӗлет, пӗрле ҫӳрӗҫ, терӗм, ӑна хам енне ҫавӑрма та пулӑшӗ, терӗм, пур пӗрех вӑл урӑх никамӑн та пулмӗ, — тесе хушса хучӗ вӑл, сӗтел ҫине чышкипе ҫапса.

Я нанял нашу духанщицу: она знает по-татарски, будет ходить за нею и приучит ее к мысли, что она моя, потому что она никому не будет принадлежать, кроме меня, — прибавил он, ударив кулаком по столу.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗскӗн ҫынсем! — терӗм эпӗ штабс-капитана, хамӑрӑн таса мар хуҫасем ҫине кӑтартса.

— Жалкие люди! — сказал я штабс-капитану, указывая на наших грязных хозяев,

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗттӗм пӗлӗтре ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, хайхи вара тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, кунта вӗсем хамӑрӑн ҫурҫӗртинчен чылай ҫӳллӗрех пек туйӑнаҫҫӗ.

На темном небе начинали мелькать звезды, и странно, мне показалось, что оно гораздо выше, чем у нас на севере.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна вӗсем «хамӑрӑн шӑпчӑк» тесе ят пачӗҫ, кайран вара каҫ-каҫ пӗрре кӑна мар, вӑрҫӑ пуҫланнипе уйрӑлмалла пуличченех ун юррине итлеме ҫӳрерӗҫ.

Они его назвали «наш соловей», а потом по вчера не один раз ходили его слушать, прежде чем растаться в начале войны.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ольӑпа иккӗшӗ вӗсем ӑна тахҫан «хамӑрӑн шӑпчӑк», тенӗччӗ.

Вдвоем с Олей они его когда-то наывали «наш соловей».

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫамрӑк йӗкӗте ку ытлах хӑрушӑ пек туйӑнмарӗ: ахаль самолётсем кӑна, хамӑрӑн пулмалла, тесе шухӑшларӗ вӑл.

И это показалось юноше не очень страшным: обычные самолеты, наверно, наши.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ну, эпир вара люксене уҫрӑмӑр та, таран тума, хамӑрӑн броньпе самолетсене хӳрисенчен ҫапма тытӑнтӑмӑр.

Ну, мы задраили люки и пошли на таран, броней бить по хвостам.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed