Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамран (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
«Чӑнах та пуҫланчӗ-ши?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ; чӗр куҫҫисем чӗтреҫҫӗ.

«Неужели началось?» — спрашивал я себя; мои колени дрожали.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакна ҫеҫ астӑватӑп: эпӗ хӑрах чӗркуҫҫи ҫине пӗшкӗнсе, хамран икҫӗр утӑмран ытлах мар таракан пӗр нимӗҫпе нумайччен хире-хирӗҫ персе тӑтӑм.

Помню, как, опустившись на одно колено, я долго перестреливался все с одним и тем же немцем, находившимся не далее как в двухстах шагах от меня.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Пин, пин… таррах! — тенӗ хамран инҫех те мар паллакан кайӑк сасси илтӗнсе кайрӗ.

«Пинь, пинь… таррах» — услышал я рядом с собой знакомый свист.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Акӑ — эпӗ, тӗслӗхрен, хамран виҫӗ утӑмран хаҫат вулаятӑп.

Я вот, например, газету могу читать в трех шагах от себя.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

Мӗнех… эпӗ ҫакна хамран питех те ӑстан, чеен сирсе ятӑм.

Однако я мастерски отклонил подозрение.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Унтан, каҫ пулсан, кӑнтӑрла мӗн курни каллех сӗвӗрӗлсе ҫухалчӗ; пӳлӗмре, салтӑнмасӑрах, ҫӗре каллӗ-маллӗ утса ирттертӗм, «Ҫав ҫынсем ӑҫта каяҫҫӗ?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ.

Снова с наступлением темноты я перестал видеть виденное и проходил всю ночь, не раздеваясь, по комнатам, Куда идут эти люди? — спрашивал я себя.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Апла пулман пулсан, эпӗ, хамран ыйтакана хирӗҫ пурне те: ман аттене революционер пулнӑшӑн персе вӗлернӗ, тенӗ пулӑттӑм, пурте ҫӑварӗсене хупнӑ пулӗччӗҫ те, вара нихӑшӗ те ман ҫине пӳрнипе те тӗллесе кӑтартмӗччӗҫ.

То хоть бы я мог сказать в ответ всем, что моего отца расстреляли за то, что он был революционером, и все бы заткнули рты и никто бы не тыкал в меня пальцем,

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫапла, ирӗксӗртенех хам атте ӗҫне пӗрле хутшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн, эпӗ унпа калаҫасса та урӑхла — хамран асли пек, анчах пӗр тан пек калаҫма пуҫларӑм.

С тех пор как я стал невольным сообщником отца, я и разговаривал с ним по-другому: как со старшим, но равным.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Халӗ ӗнте ҫӗрӗпе асаплантарнӑ шухӑшах ман пуҫӑма тӗреклӗн кӗрсе вырнаҫрӗ те, эпӗ ӑна малашне хамран сирсе яма та тӑрӑшмарӑм.

И теперь уже та назойливая мысль, которая так мучила меня ночью, прочно утвердилась в моей голове, и я уже не силился отделаться от нее.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тата хамран хушса хуратӑп: авкаланса-хуҫкаланса, сывлӑшсӑр антӑхса ӳкет те — тӗнчен суя мӗн пур вут-хӗмне ылханать!

И — добавлю я сам — пока, корчась и издыхая, не проклянет все лукавые огни мира!

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хамран пурнӑҫӑм тӑршшӗпех йӗрӗнӗп, анчах чӑтса ирттеретӗпех, — ассӑн сывларӗ Спангид.

— Всю жизнь буду себя презирать, однако стерплю, — вздохнул Спангид.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Ыратнӑран, сехре хӑпнӑран ухмаха ернӗн кӑшкӑрса ылханчӑк ылмашмӑша хамран туртса уйӑртӑм, ҫурӑмне хуҫрӑм та ҫара уранах таптаса вӗлертӗм, анчах вӑл манӑн алӑсенче ҫӗленле авкаланнӑ чухне аллӑмсене, пит-куҫа, кӑкӑра хӗп-хӗрлӗ юн тухиччен чӑрмаласа пӗтерчӗ.

Безумно крича от боли и ужаса, я оторвал проклятого оборотня, сломал ему спину и придушил босыми ногами, но пока он змеей бился в моих руках — и руки, и лицо, и грудь залились кровью.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Вӑл пӗкӗрӗлсе, типӗ, ҫӳп-ҫӳхе аллипе ывӑҫласа ҫӑкӑр хыттине шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмланине, тӗпренчӗкӗсем ал тупанӗ ҫине ӳкнине курсан пӗрре ҫеҫ мар култӑм, хамран хам ыйтрӑм:

Глядя иногда, как, сгорбившись, подставив горсточкой сухую, прозрачную руку, старается он прожевать корочку беззубыми челюстями, а крошки вываливаются на ладонь, смеялся я не раз, задавая себе вопрос:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Пытармастӑп: ҫав самантра хамран хам йӗрӗнтӗм… ӑна хӑваласа ҫитсен икӗ хут чышкӑланӑшӑн.

У меня было, признаться, погано на душе, так как я ударил его два раза, когда настиг…

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хамран та, Тарьерен те питӗ пысӑк салам сана.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, улталаттармӑп, култармӑп хамран.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хамран никама ирттерместӗп!

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑнса вилетӗп тесе шутлатӑп, сасартӑк хамран темиҫе утӑмра кӑна пӗчӗк кайӑк курӑнчӗ.

Думал я, что замерзну, как вдруг в нескольких шагах от меня показался маленький зверек.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗрле ӗҫлесен ӑна хамран тартмастӑпах пулӗ тетӗп.

Help to translate

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хамран сивӗтес мар.

Help to translate

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed