Шырав
Шырав ĕçĕ:
хайрансен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
18. Патша палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн, хайрансен пуҫлӑхӗ яш ачасене Навуходоносора кӑтартнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ тивлечӗпе Даниил хайрансен пуҫлӑхӗнчен пархатар та юп курнӑ; 10. хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила ҫапла каланӑ: эпӗ хуҫамран, патшаран, хӑратӑп, сире мӗнле ӗҫме-ҫиме памаллине вӑл хӑй палӑртрӗ; эсир ӑна ытти тантӑшӑрсенчен ырханрах курӑнсассӑн, манӑн пуҫӑма патша умӗнче айӑпа кӗртетӗр, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Даниил вара патша сӗтелӗ ҫинчи ҫимӗҫе тата патша ӗҫекен эрехе астивсе ирсӗрленес темен, ҫавӑнпа хайрансен пуҫлӑхӗнчен хӑйне ирсӗрлесрен хӑтарма ыйтнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хайрансен пуҫлӑхӗ вӗсене урӑхла ят панӑ: Даниила — Валтасар, Ананияна — Седрах, Мисаила — Мисах, Азарияна — Авденаго тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Патша хайрансен пуҫлӑхне Асфеназа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен — патша йӑхӗнчен, аслӑ улпутсен йӑхӗнчен — тухнӑ ҫамрӑк ачасене, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ, кирек мӗне те вӗренме пултаруллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ та тавҫӑруллӑ, патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма юрӑхлӑ ачасене тупса килме, вӗсене халдей ҫырулӑхӗпе чӗлхине вӗрентме каланӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан, хайрансен пуҫлӑхӗ Навузазван, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем ҫын янӑ та 14. Иеремийӑна хурал картишӗнчен илсе килтернӗ, ӑна Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна килне ӑсатса яма хушнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вавилон патшийӗн пуҫлӑхӗсем Самгар ҫынни Нергал-Шарецер, хайрансен пуҫлӑхӗ Нево Сарсехим, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем те пурте хулана кӗрсе кайнӑ та Вӑтам хапха умӗнче вырӑнаҫса ларнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1