Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уявне (тĕпĕ: уяв) more information about the word form can be found here.
Вӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем кайса пӗтсен, ака уявне хӑйсем пек палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян хӑйсен уявне чи анлӑ сарӑлнӑ професси представителӗсем - суту-илӳ ӗҫченӗсем - паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Суту-илӳ ӗҫченӗсене мухтав! // Чӑвашстат. http://putpobedy.ru/publikatsii/11109-su ... ne-mukhtav

Космос ҫарӗсен профессилле уявне Ҫӗн Мӗлӗшре пурӑнакан Николай Васильевич Бурмистровпа Хурӑнсур Ҫармӑсри Михаил Романович Кондратьев та паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Кашни ҫулах октябрӗн 4-мӗшӗнче Космос ҫарӗсенче службӑра тӑракансем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Сире вӗт Пантелеймон Матвеевич патне Ҫӗнӗ ҫул уявне юлнӑ терӗҫ.

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Павӑл кумӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Май уявне килнӗ, — типсе хытнӑ чӗлхине аран-аран вылятрӗ Ваҫлей.

Help to translate

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Професси уявне ҫӗр ӗҫченӗсем лайӑх кӑтартусемпе кӗтсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакан, пур ӑмӑртӑва та хастар хутшӑнакан спорт ветеранӗ Василий Пундяков пурне те чупӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн, спорт уявне килнӗшӗн тав турӗ.

Help to translate

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Кӑҫал Троица уявне ҫамрӑксем яла пуҫтарӑнсан вара пуҫаруллӑ ушкӑн йӗркеленчӗ, вӑраха ямасӑр юсав ӗҫне пуҫларӑмӑр, — каласа парать Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса ӳссе кунтах тӗпленнӗ, ял илемӗшӗн чунтан пӑшӑрханакан Герман Крылов.

Help to translate

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Ял уявне Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Юрьевич Яковлев уҫрӗ.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Социаллӑ сетьсенче ҫынсем «Кавал вӑййи» питӗ килӗшнине палӑртаҫҫӗ, ял халӑхӗн пурнӑҫӗ интереслӗрех пултӑр тесе спортпа туслӑх уявне йӗркеленӗшӗн тав тӑваҫҫӗ, вӑл ҫулсеренех йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ.

Help to translate

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Историрен илес пулсан чӑвашсем «Акатуй» уявне 1917 ҫулхи революцичченех ирттернӗ.

Help to translate

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ҫуллан пӗрремӗш кунне эпир пирӗн клуба ачасен уявне кайрӑмӑр.

Help to translate

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Професси уявне Шӑхасан вӑтам шкулӗн хореографи ташӑ ушкӑнӗ «Акварель» уҫрӗ.

Help to translate

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Хӑйсен професси уявне ҫут ҫанталӑк тусӗсем яланхиллех пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Кашни хунав пысӑк тимлӗх ыйтать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d0% ... %82%d1%8c/

Йыхравласан туй уявне те ҫитсе килме хавас.

Help to translate

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Спорт уявне уҫнӑ май район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов пурне те спортпа туслашма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырса ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, ӑмӑртура пысӑк ҫитӗнӳсене тивӗҫме суннӑ.

Help to translate

Чупакансем пысӑк хавхаланупа старта тухнӑ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87%d1% ... b0-%d1%82/

Сурхури уявне ҫемьепе е ҫывӑх ҫынсемпе ирттерӗр.

Рождество встречайте в кругу семьи или с близким по духу человеком.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемье уявне хула тулашӗнче, ҫутҫанталӑкра, паллӑ тусан лайӑхрах.

Семейный праздник лучше отметить за городом, на природе.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемье уявне ҫутҫанталӑк лапамӗнче ирттерӗр.

Семейный праздник лучше отметить на природе.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed