Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каярахпа астрономсем ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсене тата нумайрах тупнӑ, анчах вӗсене юмахри ятсем мар, чи ҫӑмӑл ятсем панӑ.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Астрономсем ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсене авалхи грексем хунӑ ятсемпех калаҫҫӗ.Астрономы называют созвездия теми именами, которые им дали древние греки.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Юлашки эрнесенче вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсене кӗрекен темиҫе ҫын вилнӗ.В последние недели погибло уже несколько предполагаемых членов преступных группировок.
Панамӑра «Кальмар вӑййи» евӗрлӗ кану каҫӗнче 8 ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30172.html
Козаксем хӑйсен паттӑр ӗҫӗсене мухтаса ҫӗрӗпе кӑшкӑрашрӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, хӑпарнӑ уйӑх вара урамсем тӑрӑх бандурӑсемпе, трубасемпе, ҫаврака балалайкӑсемпе ҫӳрекен музыкантсен ушкӑнӗсене, Сечьри чиркӳре юрлама тата запорожецсен ӗҫӗсене мухтама тытса усракан юрӑҫӑсене чылайччен курса тӑчӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Картиш урлӑ, пӗр ҫӗре пухӑнкаласа тӑнӑ ҫынсен ушкӑнӗсене вашаватӑн пуҫ тайса, хапха патнелле, картишрен тухма тесе, лутра, хыткан, янкӑсах мар, анчах ҫапах та типтерлӗ пальто тӑхӑннӑ, кӑвак хутран тунӑ пӗр пачка «ӗҫсем» тата хул хушшине хӗстерсе счет йӑтса, ҫын утнӑ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Лешӗ, ҫав ҫынни, халь тусем хушшине пӗрремӗш ҫул каякансен ушкӑнӗсене ертсе ҫӳрет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл тусем хушшине пӗрремӗш ҫул каякансен ушкӑнӗсене ертсе ҫӳрет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫамрӑксен ушкӑнӗсене ертсе ҫӳрет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эпир, разночинецсем, мӗнпур кӑмӑлтан ҫавсен ушкӑнӗсене хамӑрпа тултаратпӑр.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑр ҫул ҫинче эпир тӑшманӑн вак-тӗвек ушкӑнӗсене аркатса тата пӗтерсе тӑкса пытӑмӑр.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Анчах, ҫул ҫинче тӑшманӑн вӑйлӑ ушкӑнӗсене тӗл пулнӑ пирки, эпир хамӑр маршрута улӑштартӑмӑр та Путивль районне хӗвеланӑҫ енчен пырса кӗме шут турӑмӑр.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Юлашкинчен — суймах пикенчӗ те тунсӑхлама пуҫларӗ, Раҫҫее таврӑнчӗ, кунта «Ӗҫ Халӑхӗн Юлашкисене Ҫӑлас йӳтӗмпе Марс Планета ҫине Ҫар ушкӑнӗсене ӑсатас тӗллевлӗ Капиталпа чикӗленнӗ Акционер Пӗрлӗхӗ» никӗслерӗ.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ир те, каҫ та ҫапӑҫса, Павӑл роти темиҫе кун хушшинче Анатри Левачра четниксемпе недичевецсен ушкӑнӗсене ҫапса аркатрӗ.За несколько дней непрерывных боев рота Павле разбила четников и недичевские отряды в Нижнем Леваче.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах тухтӑрпа ҫапла, хӗрсе кайнӑ чуна сивӗтсе яракан калаҫусем ирттернӗ хыҫҫӑн та, Коля хулара пур ҫӗрте те ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине шиклӗн те тӗксӗмӗн, темскер илтсе пӗлес килнӗн пӑхкаланине туять тата курать те: пурте канӑҫне ҫухатнӑ, темскер пуласса кӗтеҫҫӗ, пурнӑҫран аякра тӑракан ҫынсенчен виҫҫӗшӗ, чи хытӑ шавлакан хаҫата ҫырӑнса илнӗ те, шухӑша кайнӑ политиксем пек пулса тӑнӑ, пасар тӑрӑх васкавлӑн унӑн-кунӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӗл пулса, хӑйсем тавра хисеплӗн те тимлӗн итлесе тӑракан ҫынсен ушкӑнӗсене пуҫтара-пуҫтара, икшер сехет хушши хаяррӑн тавлашаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫамрӑк чурасен пысӑк ушкӑнӗсене вӑйлӑ конвойпа хуралласа Христиновкӑна хӑваланӑ, Клава вара ҫул хӗрринчи тӗм хушшинче, кӗрт ӑшне кӗрсе пытанса ларнӑ, ҫурӑмӗсем хыҫне кутамккасем ҫакса хуйхӑллӑ, ерипен утакан ачасемпе хӗрсем ҫине пӑхса сассӑр йӗнӗ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Хӗрарӑмсемпе ачасем, кӑшкӑра-кӑшкӑра тата ылхана-ылхана, тискерленсе кайнӑ тӑрмаланчӑк ҫынсен — фашистсем лартнӑ швабсен — ушкӑнӗсене хула тулашнелле хӑваласа пыраҫҫӗ.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тыткӑна лекнисен сӑрӑ ушкӑнӗсене курма васкаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсен ман уйӑхӗ пекех ҫутӑ-симӗс колоннисене саламлама васкаҫҫӗ.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Танкистсем, пӗр-пӗр чаплӑ ӗҫре мала тухакансене парнелекен пальмӑна хӑйсен аллине тытса илсе, разведчиксене ӳпкелештересшӗн пулнӑ майлах, автострада ҫинче хӑйсен ӗҫӗн ҫӗнӗ йӗрӗсене, фашистсен ҫапса аркатнӑ артиллерине, канавсенче ҫунса пӗтекен машинӑсене, тыткӑна лекнисен ушкӑнӗсене хӑварнӑ; тыткӑна лекнисене чех-конвоирсем автострада хӗррисемпе хӑваласа пыраҫҫӗ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Десантӑн хӑшпӗр ушкӑнӗсене йӗркелесе ҫитернӗ ӗнтӗ, халӗ вӗсем, ҫапӑҫу умӗнхи пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, сӑнамалли вӗренӳсем туса ирттереҫҫӗ.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Паян коммерциллӗ мар организацисем граждансен хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене пулӑшу парас ӗҫри ыйтусене, спорт, культура, вӗренӳ тата ытти сферӑна аталантармалли ыйтусене татса пама хутшӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33