Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисем (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Мӗтрийӗ шӑмшакран ҫав тери тӗреклӗ, унӑн урисем ҫӗре пӑраласа лартнӑ пек пусаҫҫӗ, кӗрешнӗ чухне вара тӑлпӑва рычакла тӗревленӗ пек тӗревлеҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калуш тенӗрен вӗсем пӗр-пӗрин урисем ҫине пӑхрӗҫ — пӗрин уринче те калуш ҫук, кун сивӗ мар пулин те, иккӗш те хулӑн ҫӑматӑ тӑхӑнса янӑ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑмӑн урисем ҫаплах итлемеҫҫӗ, ҫук, каясшӑн мар вӗсем ҫак ҫурт умӗнчен.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши купӑс инҫете илтӗнмелле янрарӗ, купӑсҫӑ урисем паҫӑрхинчен хытӑрах тӑпӑртатрӗҫ, унтан купӑс юлашки хут нӑйк! турӗ те чарӑнчӗ.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Итем ҫинчи улӑм урисем хушшипе вӑл хӑйӗн икӗ чӳречипе урамалла пӑхса ларакан пысӑках мар пӳртне те курчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ яла пӗрлештерсе тӑракан карлӑксӑр кивӗ кӗпер урлӑ хӗр утса мар, чупса каҫрӗ, урисем ывӑннине туймасӑр, тем ҫӳлӗш сӑрта ҫӑмӑллӑн хӑпарса ҫитрӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ сирӗн пата тутар ҫарӗсем пырса ҫӳреҫҫӗ-и? — терӗ аслӑ князь вӑрӑм тумтир аркисене урисем ҫинерех туртса илсе.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан ҫӳллӗ йывӑҫсем ҫийӗнче хӗвел урисем ытлашши ашкӑнмасӑр ташласа иртеҫҫӗ.

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла хашкаса чупса ҫитнӗ Ахтупайпа Северьян аякра лаша урисем тӑпӑртатнине ҫеҫ илтсе юлчӗҫ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун урисем тӑн-тӑн-и-ха тетӗп.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ансӑр чӳречесенчен ирхи хӗвел урисем тӑсӑлса кӗреҫҫӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шыв ҫине ылтӑн хӗлӗхсем евӗр анакан хӗвел урисем куҫа йӑмӑхтармалла ҫиҫеҫҫӗ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк хана палласа илме йывӑр пулмарӗ — вӑл ут ҫинче ытла та ачалла ларса пырать, хӑйӗн урисем ӗсенкӗне те аран ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӳри усӑнса анса урисем хыҫне пытаннӑ.

Help to translate

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫупути паттӑр хушнипе, темиҫе пин кӑвакарчӑн урисем ҫумне ҫулӑм татки ҫыхтарса, хула еннелле вӗҫтерсен, хула типӗтнӗ курӑк пек хыпса ҫунма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫуркунне ҫитсен, вӗренекенсем ҫӗр ҫине куҫсан ӑнланчӗҫ, пӑр ҫинче вӗреннӗ хыҫҫӑн вӗсен урисем йывӑҫ тымарӗсем пек ҫирӗп тӑраҫҫӗ ҫӗр ҫинче.

Help to translate

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хурал хӗрӗсем урисем шунипе шаплатса ӳкеҫҫӗ.

Help to translate

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах пӑравур тӑчӗ хӑйӗн кукӑр урисем ҫине.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав вӑхӑтра койка ҫинчен такамӑн ҫара урисем усӑнса тӑнине асӑрхарӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урисем пӗрене пекех шыҫӑннӑ, пӑр пек сивӗ…

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed