Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна вӑл хӑй, — ывӑлӗшӗн пӑлханса, хӑраса, унӑн ӳт-пӗвне упрасси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ ҫын — халь текех ҫук пек, ун пек ҫын унран уйрӑлса таҫта инҫете кайнӑ пек, тен, вӑл вут-хӗмре пуҫӗпех ҫунса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ҫакӑ вара унӑн чунне ҫӑмӑллатрӗ, тасатрӗ, чӗрине ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗнетнӗ пек туйӑнчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Хальхи ҫӑмӑлттайрах ӑслӑ хӗрсем хӑйсен чысӑсене ҫамрӑклах татаҫҫӗ, имӗш, ку чуне хӗрлӗхе упрасси модӑра мар.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Халӑха упрасси, унӑн ӗҫлев вӑй-хӑватне сыхласа хӑварасси — пирӗн тӗп тӗллев.Народосбережение, сохранение трудового потенциала населения — наша главная задача.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе истори еткерлӗхне сыхласа упрасси, ҫамрӑк ӑрӑва ӑс-хакӑлпа илемлӗх хаклӑхӗсене туйма вӗрентесси питех те пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Хальхи вӑхӑтра ху ҫуртна сыхласси, чысна упрасси, куҫ тӗлне пулакан ирсӗр жандармран ху пурнӑҫна сыхласси чи малтанхи ӗҫ пулмалла.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Обществӑри тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫӑва упрасси пирӗнтен кашнийӗнчен, пирӗн яваплӑ граждан позицийӗнчен, эпир пӗр-пӗрне хисепленинчен нумай килет.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
Мускава упрасси ман ӗҫ мар ӗнтӗ, ыттисем, пиртен вӑйлисем, хаяр ҫапӑҫура пулма суйласа илнисем, ӑна упрӗҫ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«федерацин Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене ҫырса пынисен пӗр пӗтӗм патшалӑх реестрне тытса пымалли патшалӑх информаци тытӑмӗн информаци технологийӗсемпе тата техника хатӗрӗсемпе усӑ курса граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене ҫырса пынисене, ҫавӑн пекех Федерацин «Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» саккунӗпе палӑртнӑ ытти сведенисене Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе туса хатӗрлесси, улӑштарасси, упрасси, тӗплӗн тишкерсе тухасси тата парасси;»;
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 15 сентября 2018 г.
Ӑна упрасси, уншӑн вӑхӑтра тӑрӑшасси, ӑна сӑнаса тӑрасси, диспансеризаци тухасси - кашнийӗн тивӗҫӗ пулмалла.
Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04
Ҫемье институтне ҫирӗплетесси тата ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа упрасси, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси яланах патшалах политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://m.tavanen.ru/%D0%BF%D0%BE%D0%B7%D ... %D0%B1-13/
Эпӗ моральпе кӑмӑл-сипетӗн тӗп паллисем – чӗре ӑшши, ырӑ кӑмӑллӑх, тимлӗх, ыттисене хисеплени, тӳрӗ кӑмӑллӑх, хӑйӗн пурнӑҫне ыттисемшӗн пама хатӗр пулни – ҫинче никӗсленсе тӑракан «чун экологине» сыхласа упрасси пирӗншӗн кашниншӗн, ҫавӑн пекех пӗтӗм обществӑшӑн та уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Туса илнӗ ҫимӗҫе тӗрӗс-тӗкел упрасси ансат мар.
Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Сӑпайлӑха упрасси манӑн тивӗҫӗм пек туйӑнать.
«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пирӗн тӗллев - ҫак пысӑк пуянлӑха малашне те упрасси, унпа ҫитӗнекен ӑрӑва ҫывӑхлатасси», - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Чӑвашлӑха упрасси пирки нумай калаҫатпӑр, ӑна ӗҫпе ҫирӗплетни вара курӑмлӑ пулӑм.Много говорим о сохранении чувашского мира, а утверждение его делами зримое явление.
Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Пирӗн тӗллев — вышкайсӑр пысӑк ҫак пуянлӑха малашне те упрасси, унпа ҫитӗнекен ӑрӑва ҫывӑхлатасси».
Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Тавралӑха упрасси - пӗр ҫыннӑн ӗҫӗ мар, кашнин тивӗҫӗ.
Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Чӑваш Енӗн хальхи ҫамрӑкӗсем пирӗн халӑхӑн культура йӑли-йӗркисене тивӗҫлипе тытса пырасси тата нумай ӗмӗре тӑсӑлакан истори тапхӑрӗнче пухса пынӑ яланлӑх хаклӑхсене шанчӑклӑн сыхласа упрасси пирки пӗрре те иккӗленместӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586
Унӑн тӗп тӗллевӗ - ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси, халӑх сывлӑхне упрасси, амӑшлӑха, ачалӑха, ҫемьене хӳтӗлесси, пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене пулӑшасси.
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4