Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нонна палламалла мар улшӑнса кайнӑ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кунта вӑл йӑлтах улшӑнса кайрӗ: палатӑран палатӑна кӗре-кӗре тухатчӗ, пире градусник е ытти япаласем иле-иле пырса паратчӗ.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫын, ватӑлнӑ май, улшӑнса пырать: пӗри ӑс пухма чарӑнмасть, мӗн виличченех чипер ӑспа пурӑнать, ун пеккисем ҫинчен чӑвашсем: «ват ҫын — тӑват ҫын», теҫҫӗ; тепри ӑсран тухса, сӳтӗлсе каять, унӑн «кӗнеки ҫӗтӗлнӗ», теҫҫӗ халӑхра.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
— Ытла улшӑнса кайнӑ эсӗ, Кулине, — кӳреннӗ пек пулчӗ кӗтмен хӑна.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халӗ акӑ Кулюкка йӑлт улшӑнса, кӳпшекленсе кайнӑ, мӗн пит усса пынӑ-ши ӑна.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ах, ачамккай, мӗнле улшӑнса кайнӑ эс!
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫул ик енче куҫа курӑнакан сӑнсем улшӑнса пынӑ май, унӑн пуҫӗнче темле шухӑш та вӗҫе-вӗҫе иртет — тӳпери пӗлӗт пекех.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пурин куҫӗ умӗнчех улшӑнса пычӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ах, епле улшӑнса илемленнӗ пирӗн ял!» — тесе, ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхри ҫӗнӗлӗхсем пирки савӑнчӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Ҫапла вӗсем ҫуллен улшӑнса, пӗр-пӗрне ӗҫ вырӑнӗ пушатса параҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ара, вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫуллен улшӑнса тӑрать-ҫке-ха.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Утрав мадера паллӑ эрехпе, вырӑнти хитре чечексемпе, фейерверкпа Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттернипе тата ҫемҫе ҫанталӑкпа (кунти сывлӑш температури 16°-ран 25°C таран ҫеҫ улшӑнса тӑрать) уйрӑлса тӑрать, ҫавна май кунта ҫӑвӗ-хӗлӗпех халӑх канма килет.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Хӑватлӑ, савӑнӑҫлӑ самантсем лирикӑллӑ туйӑмпа улшӑнса пыраҫҫӗ.
19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫакна тытса пырсанах ҫын лайӑх енне йӑлт улшӑнса каяссӑн туйӑнать.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хуҫалӑх ертӳҫисем те, вӗсем умлӑ-хыҫлӑн темиҫе улшӑнса пычӗҫ, тарса пӗтрӗҫ.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫапла ӗнтӗ совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче Совет Союзӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ улшӑнса пырать.Так при советской власти изменяется жизнь народов Советского Союза.
2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫапла ӗнтӗ, ССР Союзӗн климачӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла улшӑнса пынӑ май, тӑпра та, ӳсентӑрансемпе чӗрчун тӗнчи те улшӑнса пырать.
Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ӳсентӑрансем зонӑсем тӑрӑх мӗнле улшӑнса пынине пӑхса тухӑр.
Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Поляр ункинчен кӑнтӑралла кайнӑҫемӗн вӑтам тӑрӑхри климат мӗнле улшӑнса пырать?Как изменяется климат умеренного пояса от полярного круга к югу?
Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн тусем ҫинче ӳсентӑрансем те, чӗрчун тӗнчи те улшӑнса пырать.
9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.