Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улпутсем (тĕпĕ: улпут) more information about the word form can be found here.
Тилли халӑх йӑлипе хӑй миҫе ҫул пурӑнасса куккукран ыйтанҫи пулать, ҫав вӑхӑтрах куккука ӗненмест, хӑйне ҫеҫ шанать, куккука ӗненес пулсан та вӑл ҫакна аван чухлать: тӗнчере никам та икӗ ӗмӗр пурӑнса курман, икӗ ӗмӗр пурӑнма май пулсан, «ырӑ улпутсем» нихҫан та вилмӗччӗҫ, халӑха пусмӑрласа пурӑнӗччӗҫ те пурӑнӗччӗҫ…

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ӗлӗкхи улпутсем пек, ӗҫлемесӗр ҫимеҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тилхепине вӑрманпромхоз директорӗ Захаров тытнӑ, хыҫалта тӗп лесничипе Дубов улпутсем пек канлӗн ларса пыраҫҫӗ.

Help to translate

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунти тавралӑхра унсӑр пуҫне урӑх улпутсем те пур.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сутӑҫсемпе улпутсем чӗтреччӗр паян…

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗр ҫинчен, улӑх-ҫаран ҫинчен, улпутсем ҫинчен, пуп таврашӗ ҫинчен патька-патша мӗн калани килӗшрӗ хресченсене.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна пуянсем те, купсасемпе улпутсем те, пупсем те хӗсӗрлеҫҫӗ, — хӗрсех калаҫрӗ чӑваш утаманӗ.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн улпутсем патне леҫеттӗнччӗ кучченеҫ?

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пуп таврашсем, улпутсем Мӑшкӑлаҫҫӗ пирӗнтен, Ӑҫта кирлӗ пуҫлӑхсем Пусмӑрлаҫҫӗ ӗмӗртен: Куланайсем, хырӑҫсем Иртсе кайнӑ йӗркерен.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ҫапла ҫав, ҫапла, тӗрӗс сӑмаху, Вара лайӑхрах ырӑ курӗ халӑху», Тесе тӑраҫҫӗ пухӑннӑ улпутсем, Майра патшан шанчӑклӑ чурисем.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ чӗрӗ улпутсем ҫук пуль тесе.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ман шутпа, улпутсем тахҫа-анах пурӑннӑ халапри пек туйӑнать.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улпутсем те капла хӑналанман пуль.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ӗлӗк аслӑ праҫниксенче йӑлишӗн тутаннӑ ӑна, ахаль чух улпутсем ӗҫнӗ пулсан кӑна…

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кинӗ те Татьяна пек пуласран хӑранипе, унӑн сывлӑхне упрама тӑрӑшса: — Эпир улпутсем мар, — терӗ вӑл ывӑлне.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ун вырӑнне ыттисем, патша хыҫҫӑн пыракан ҫамрӑк улпутсем, мӗнле чипер! — хӗрарӑмсен чӗлхи вӗҫерӗннине кура каламасӑр чӑтаймарӗ тепри.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла ҫитсен каласа памалӑх пур ӗнтӗ унӑн: воеводӑсемпе юнашар ларса апат та ҫисе курчӗ вӑл, вӗсене кунти тискер кайӑксем, вӑрманти ар ҫурисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хӑй те Мускав пирки, унти улпутсем пирки тӗлӗнтермӗш япала чылай илтрӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑвашсене курайман улпутсем ӑна санран малтан каланӑ.

Улбуты, что ненавидят чуваш, их еще до тебя придумали.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Емленер-ха пӗрре улпутсем пек.

— Давай побарствуем, как улбуты.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сисетӗп эп: ҫакна пӗлеҫҫӗ Пупсем те сӑхӑ улпутсем.

Help to translate

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed