Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улпут ӗнтӗ, чӑн-чӑн улпутчӗ, — терӗ малалла старик, вӑлтана каллех ывӑтса ярса: — кӑмӑлӗ те вара ырӑччӗ.Барин был, как следует, барин, — продолжал старик, закинув опять удочку, — и душа была тоже добрая.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Христос чӗрӗлнӗ таса кун ӑна, ыттисем пекех, хисеп тунӑ, анчах вӑл хӑйӗн сӑранланса ларнӑ ҫаннине тавӑрман, хӑйӗн хыҫри кӗсъинчен хӗрлӗ ҫӑмарта кӑларман, ӑна хӑвӑрттӑн сывласа, куҫне мӑч-мӑч хупса улпут ачисене е улпут майрине хӑйне паман.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Уяв кунӗсенче те, вырӑссен авалхи йӑли тӑрӑх, пӗтӗм халӑх ҫӑкӑр-тӑварпа, хуратул кукӑлӗпе тата симӗс эрехпе хӑналаннӑ вӑхӑтра та, — ҫӑвӑн пек кунсенче те Стёпушка кӑларса лартнӑ сӗтелсемпе пичкесем патне пыман, никам умӗнче те пуҫ тайман, улпут аллине чуптуман, приказчикӑн мӑнтӑр та ҫуллӑ алла тултарса панӑ стаканран улпут пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра тата унӑн сывлӑхӗшӗн пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе яман; тен, пӗр-пӗр ҫемҫе чун мӗскӗне, иртсе пынӑ май, хӑй ҫисе ярайман кукӑль татӑкне парса хӑварнӑ пуль.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Митрофана ҫӗр аллӑ ҫухрӑмра пурӑнакан улпут патне пахча-ҫимӗҫ тӑратма хушса хӑварчӗҫ; Аксиньӑна Мускавра хаклӑ парса туяннӑ тироль ӑратӗнчи ӗнине пӑхса усрама хушрӗҫ, анчах та ӗни, тӑтӑшах хӗсӗр пулнӑ пирки, мӗн туяннӑранпа та сӗт паман; ӑнах тата ҫӑмламас хӑмӑр кӑвакал аҫине, пӗртен-пӗр «улпут» кайӑкне, пӑхса усрама хушса хӑварчӗҫ; ачисене, вӗсем пӗчӗккӗ пирки, нимӗнле ӗҫ те хушмарӗҫ, анчах ҫапах та ҫакӑ вӗсене ӗҫсӗрленсе ларма кансӗрлемерӗ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Вӑл ӗнтӗ ахалех паллӑ: ачасем пулаҫҫӗ, — ун пек, кун пек пурнӑҫ пуҫланса каять, — вара ӑҫтан-ха вӑл улпут майрине типтерлӗ пӑхса усрама, унӑн йӑлисене сӑнаса пыма пултартӑр: унӑн улпут майришӗн тӑрӑшма вӑхӑт та пулмасть, тата пуҫӗнче те пачах урӑхла шухӑшсем пулаҫҫӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Эпӗ халӗ хамӑн улпутӑма пӗлетӗп, хамӑн мӗн чухлӗ оброк тӳлемеллине те пӗлетӗп… улпут пирӗн лайӑх.Теперь я своего барина знаю и оброк свой знаю… барин у нас хороший.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Унтан — пӗр улпут майрине куҫ хыврӑм… чӑн-чӑн улпут майри, дворянка.Но — барыня одна приглянулась мне… настоящая барыня, дворянка!
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Революциччен ҫак садра улпут ҫурчӗ ларнӑ, революци хыҫҫӑн та чылай вӑхӑт хушши унта улпутӑн пӗр тӑванӗ пурӑннӑ.
5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпир те — ҫав господасенченех, анчах — чи аял енчен; паллах, улпут вӑл кӗнекесем тӑрӑх вӗренет, а эпӗ — шишкӑсем тӑрӑх, улпутӑн купарчи якарах — пӗтӗм уйрӑмлӑхӗ те ҫавӑ ҫеҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Авӑ сана — мужиксӗр улпут, акӑ — улпутсӑр мужик!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Иртсе пыракан улпут пилӗк пус парса хӑварнӑ пулӗччӗ; хӑйӗн кӳминче ларакан улпут майри пӗр-пӗр ачаран мӗн те пулин парса ярӗччӗ; хресчен ҫур ҫӑкӑр тыттарӗччӗ, арӑмӗ те шӑнҫу парӗччӗ — акмасӑр та, вырмасӑр та вӗҫен кайӑк пек пурӑнма пулатчӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Улпут ҫуртӗнче ӗҫлекен хӗр ватӑ Иртеньев хӑй килни ҫинчен пӗлтерме Петр Васильевич патне хашка-хашка чупса ҫитсен, лешӗ ҫиллессӗн ҫапла ответлерӗ пулӗ: «Ну, мӗнех вара, килнӗ-тек?» — ҫакӑн хыҫҫӑн килӗ еннелле юриех май пур таран хуллен утрӗ пулӗ, ҫитсе кабинетне кӗрсен, юриех ытларах вараланнӑ пальтине тӑхӑнса ячӗ-тӗр, улпут майрисем хистесен те кӑнтӑрлахи апат ҫумне нимӗн те ан хушӑр тесе пӗлтерме, повар патне чуптарчӗ пуль.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй шутланӑ тӑрах, ун вырӑнӗнчи ҫын — улпутсен шанӑҫне тивӗҫлӗ пулса, тӗрлӗ пурлӑхпа тултарнӑ тем чухлӗ арча тытса тӑракан экономка — кампа та пулин туслашни икӗпитленесси тата сиен кӳмелле ӑшӑ кӑмӑллӑ пуласси патне илсе пыма пултарнӑ; ҫавӑнпа е, тен, ытти тарҫӑсемпе ҫывӑхланма нимӗнле сӑлтав та пулманран-и, вӑл пуринчен те пӑрӑнатчӗ, кил-ҫуртра манӑн кумсем те, хӑнасем те ҫук, улпут пурлӑхне тӗкӗнме никама ирӗк памастӑп, тетчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь ҫеҫ венчет тунӑ ҫамрӑк мӑшӑр чиркӳрен таврӑнсан, улпут ҫурчӗн ҫенӗкӗнче малтан ҫӗнӗ улпут майрине унӑн ашшӗпе амӑшӗ саламласа аллисене чуптунӑ, унтан вара ылтӑнпа илемлетнӗ тутӑр ҫыхнӑ кормилица вунӑ уйӑхри ывӑл пырса тыттарнӑ; вӗсем авланассине малтанах пилленӗ-мӗн.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пӗрер-тепрер эрнерен староста улпута повар урлӑ пӗлтернӗ: улпут хушни ҫине пӑхмасӑрах, ҫав хӗрарӑм хулари ӗҫрен таврӑннӑ хӑйӗн упӑшкипе шав алхасать, унпа питӗ ҫывӑх пулса пурӑнать, тенӗ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Туйӑмсене парӑнса пурӑнакан ытти пур ҫынсем пекех, Степан Степанович хуҫалӑхӑн материальнӑй енӗпе аппаланма юратман; вотчинӑна старостӑпа повар тытса тӑнӑ; улпут патне ҫитме ҫӑмӑл пулман; кам та пулин ун патне ҫитме мел тупсассӑн та, ытлашши сӑмах персе ярасран хӑранӑ, мӗншӗн тесен улпут пӗтӗмпех горничнӑйсене каласа кӑтартнӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Митрий, Митрий, эс ан ҫухӑр, — тенӗ ӑна Тит, — кун пек пустуй ан та лӑпӑртат; улпутӑн алли вӑрӑм, вӑл сана таҫта та ярса тытӗ, эсӗ луччӑ манпа пыр, атту аллусене ҫыхса хурӑпӑр, улпут приказӗ ҫапла пулнӑ».
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑш чух ҫав вӑхӑтра Тит хӗрсем пурӑнакан пӳлӗме чупса кайнӑ та, улпут ятран асӑннӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр горничнӑйне улпут валли салтак тӳми чечекӗн шывне кайса пама хушнӑ; мӗншӗн тесен унӑн «хырӑмне аван мар пулнӑ», вара горничнӑй, темле хӑраса ӳксе, Агафья Ивановна патне чупнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫав «характерлӑ» минутсенче Тита хытӑ лекнӗ, — улпут ӑна хӗненӗ те, улпут арӑмӗ патне янӑ: «кай, ӑна хӑвӑн пит-куҫна кӑтарт та, ухмахсене ак мӗнле вӗрентеҫҫӗ, выльӑхсенчен епле ҫын тӑваҫҫӗ, тесе кала», тенӗ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑй улпутӑн ҫывӑх ҫынни пулнӑшӑн тивекен тупӑш тата хисеп Тита ахалех лекмен, пуринчен ытла — вӑл час-час улпут куҫӗ тӗлне пулнӑ пирки.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.