Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улатӑр the word is in our database.
улатӑр (тĕпĕ: улатӑр) more information about the word form can be found here.
Каярахпа Пӑкачав тиекӗсем шутласа кӑларнӑччӗ: ҫак кунхине Улатӑр хулинче патька-патша хура халӑха ҫирӗм ҫичӗ пин тенкӗ укҫа, вӑтӑр пӗр пин пӑт тӑвар валеҫсе панӑ тата ним айӑпсӑр асапланса ларакан хӗрӗх тӑхӑр ҫынна тӗрмерен кӑларнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел тӳперен ӑшшӑн кулса пӑхать, вӑл паян ҫапла асаплӑ чӑваш ҫӗрне, ватӑ Улатӑр хулине ирӗклӗх килнишӗн савӑнать, тейӗн.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утӑ уйӑхӗн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Улатӑр хула халӑхӗ патька-патшана ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав Кӑрмӑш хулинчен Улатӑр еннелле утӑ уйӑхӗн ҫирӗммӗш кунӗнче хускалнӑччӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑр хулин лапчӑк сӑмсаллӑ чалӑш ураллӑ вӑйпучӗ Белокопытов инвалидсен командин прапорщикне Сюльдяшова, Пӑкачав ӑҫтан килнине пӗлме тесе, виҫҫӗмӗш хут хуларан кӑларса ячӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авалхи сӑмӑх-юмахпа ҫеҫ мар, хальхи пулӑм-ӗҫпе те пуян Улатӑр хули.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫак вырӑнта Улатӑр хули ӳссе ларнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта вара Улатӑр хулине туса лартнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тата тепӗр халӑх сӑмахӗнче Хаяр Иван патша Улатӑр вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынсене ҫитсе курма шут тытнине каланӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Хаяр Иван патша ҫак ял ҫыннисене урӑх вырӑна куҫарнӑ, пушаннӑ ҫӗрте Улатӑр карман-крепоҫне туса лартнӑ, имӗш.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫав вырӑнта Улатӑр е, тутарсем калашле, Улатырь хулине лартнӑ, имӗш.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫан авалах Улатӑр вырнаҫнӑ вырӑнтан ҫул иртнӗ, — тенӗ пӗринче.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑр пулса кайни ҫинчен тата урӑхла сӑмах-юмах та пур.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑр чӑваш мифологийӗпех ҫыхӑннӑ, авалхи хула вӑл.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла калаҫаҫҫӗ чӑвашсем ҫакӑнта, инҫетри Сӑрӑ шывӗ хӗрринче хула пуҫланса кайни, ӑна Улатӑр тесе ят пани ҫинчен.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа Улатырӑ сӑмахран Улатӑр пулса тӑнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюн сана Улатӑр патне тухма сӗнет.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл, Кӑрмӑш хулине илнӗ хыҫҫӑн, Улатӑр еннелле ҫул тытнӑ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ӳсен-тӑрана апатлантарассипе ҫӗр ӗҫченӗсем республикӑри 3 муниципалитетра хастар тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсем: Улатӑр, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ округӗсем. Кӗрхисене 825 гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче им-ҫамсемпе апатлантарма та ӗлкӗрнӗ», – тесе хыпарланӑ Сергей Артамонов.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Ытти ҫӗрти ҫухатусем сисӗмлӗ, Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Елчӗк, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Пӑрачкав районӗсенче 10,2-6,1 процент чакнӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed