Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паянхи поликлиника малтанхинчен тӗпренех уйрӑлса тӑрать.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
— Владимир Петрович, эсир ӗҫленӗ вӑхӑтра хатӗрленӗ хыпарсемпе хальхи кӑларӑмсем уйрӑлса тӑраҫҫӗ-и?- Владимир Петрович, новости подготовленные вами в то время, отличаются ли от нынешних выпусков?
Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Пирӗн районта пурӑнакансем яланах ӗҫе юратнипе уйрӑлса тӑнӑ.
Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Пӗр енчен — тӗрӗк чӗлхисен йышне кӗрет, тепӗр енчен — вӗсенчен пач уйрӑлса тӑрать.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
6. Ҫавӑнпа эпир яланах лӑпкӑ, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: ӳтпе пурӑннӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫаран аякра тӑратпӑр 7(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр), 8. ҫавӑнпа эпир лӑпкӑ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӳтрен уйрӑлса Ҫӳлхуҫа патне вырӑнаҫмашкӑн ӗмӗтленетпӗр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем вара, халӑхран уйрӑлса, Иисуса Хӑй ларнӑ кимӗпех илсе кайнӑ; Унпа пӗрле урӑх кимӗсем те пулнӑ.36. И они, отпустив народ, взяли Его с собою, как Он был в лодке; с Ним были и другие лодки.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24. Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп; 5. ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те, 6. Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл каллех кӑнтӑра вӑрҫӑпа кайӗ, анчах урӑх унчченхи пек пулмӗ; 30. вӑл вӑрҫӑпа тухнӑ вӑхӑтрах Киттим карапӗсем пырса ҫитӗҫ; вара вӑл шикленсе ӳкӗ те каялла таврӑнӗ; сӑваплӑ халала кураймасӑр, хӑй шухӑшланине пурӑнӑҫлӗ, сӑваплӑ халалран уйрӑлса кайнисемпе каллех килӗшӳ тӑвӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ тӑваттӑмӗш тискер чӗрчун мӗне пӗлтерни ҫинчен пӗлесшӗн пултӑм — вӑл ыттисенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, питӗ хӑрушӑччӗ: тимӗр шӑллӑччӗ, пӑхӑр чӗрнеллӗччӗ, пурне те хыпса ҫӑтатчӗ, аркататчӗ, юлашкине урипе таптатчӗ; 20. унӑн пуҫӗ ҫинчи вунӑ мӑйрака ҫинчен те пӗлесшӗн пултӑм тата юлашки мӑйраки ҫинчен те ӑнлантарса пама ыйтрӑм — ӑна вырӑн парса, виҫӗ мӑйрака хӑйпӑнса ӳкнӗччӗ, вӑл куҫлӑччӗ, мӑнаҫлӑ калаҫакан тута-ҫӑварлӑччӗ, ҫав мӑйрака ыттисенчен пысӑкрахчӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрле тӗлӗкре тӑваттӑмӗш чӗрчуна куртӑм — хӑрушӑскер, тискерскер, вӑйламасскер; шӑлӗсем — темӗн пысӑкӑш, тимӗр; вӑл хыпса ҫӑтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вӑл малтанхи тискер чӗрчунсенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, вӑл вунӑ мӑйракаллӑччӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хамӑр чӗремӗре тата аллӑмӑра тӳпери Туррӑмӑр енне ҫӗклер: 42. эпир Турӑран уйрӑлса кайрӑмӑр та тӳрккеслентӗмӗр; Эсӗ хӗрхенмерӗн; 43. Эсӗ ҫилленсе ҫитрӗн те пире хӗсӗрлеме, вӗлерме пуҫларӑн, хӗрхенсе тӑмарӑн; 44. Эсӗ, пирӗн кӗллӗмӗр ан ҫиттӗр тесе, Хӑвна пӗлӗтпе хупӑрларӑн; 45. Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫӳп-ҫап, йӗрӗнчӗк туса хутӑн.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та Ҫӳлхуҫа сан тӗле, санӑн халӑхун тӗлне, санӑн аҫун килӗ тӗлне Ефрем Иудӑран уйрӑлса кайнӑранпа та курман-пулман кун ҫитерӗ, сирӗн ҫине Ассири патшине ярӗ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур этем те тӑпраран пулнӑ, Адама та ҫӗртен тунӑ; 11. анчах туп-тулли ӑслӑлӑхӗпе Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗрпӗринчен уйрӑлса тӑмалла тунӑ, вӗсене тӗрлӗ ҫулпа кайма пӳрнӗ: 12. хӑшне пиллесе асла кӑларнӑ, хӑшне сӑваплӑх парса Хӑй патне ҫывӑхартнӑ, хӑшне тата ылханса кӗҫӗне хӑварнӑ та вырӑнӗнчен ӳкернӗ.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗнтӗ Ассири патшинчен уйрӑлса кайнӑ та ӑна пӑхӑнма пӑрахнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне Кеней ҫынни Хевер, хӑй халӑхӗнчен — Моисейпе хурӑнташлӑ Ховав ывӑлӗсенчен — уйрӑлса, Кедес ҫывӑхӗнчи Цаанним юманлӑхне чатӑр карса лартнӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ /2007 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче/ пулин те унӑн ҫутӑ сӑнарӗ, вӑрҫа аса илнисем пирӗн асӑмӑртах. Пурӑннӑ чухне ҫывӑх ҫыннӑмӑр тӗлӗкӗсенче вӑрҫӑпа час-часах аташатчӗ. Чун ыратӑвне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатас тесе эпир, унӑн мӑнукӗсем, асаттерен вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен каласа пама ыйтаттӑмӑр. Вӗсене ҫырсах пыраттӑмӑр», — ҫапла пуҫларӗ калаҫӑва Алина Кирилленко.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӑл часах пирӗнтен уйрӑлса каясса чун сисрӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Вӑл йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №