Шырав
Шырав ĕçĕ:
Батрак, тарҫӑ, ҫурт-йӗрсӗр ҫын, хӗн-хур тӳсекен ҫын, пушӑ вырӑн кӑна пулнӑ вӑл, анчах халӗ вӑл власть.Я был слуга, погонщик, бездомная собака, чужое счастье, никто и ничто, а теперь власть.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа та ҫӳлӗ тусем ҫине улӑхса пынӑ май эпир чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен тӗнчи епле улшӑнса пынине, сивӗрех те сивӗрех ҫанталӑка тӳсекен тискер кайӑксене, вӗҫен кайӑксене, йывӑҫсене, вӗтлӗхсене, чечексене куратпӑр, ӗмӗрхи юрсен чиккинче вара мӑкпа лишайник кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Джим, хуллен ҫеҫ сулкаланса, юрлать те юрлать; пуянсенчен хур, мӑшкӑл тӳсекен ахаль ҫынсене никам сӳнтерейми юратупа юратни ҫинчен, негрсен савӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗ ҫинчен, вӗсене кашни самантрах хӑрушӑ вилӗм, Линч сучӗ текен вилӗм кӗтни ҫинчен юрлать.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӗнсене салтман чухне Пӑван уншӑн хурлӑхпа асап тӳсекен чӗрчун пек кӑна туйӑннӑ, анчах халӗ Монтанелли вӗсем юлашки хут калаҫнине тата ҫав вӑхӑтра Пӑван ӑна калама ҫук кӳрентернине аса илчӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл мана Италишӗн асап тӳсекен ҫын вырӑнне йышӑнӗ те патриотизм ҫинчен калаҫма пуҫлӗ.Она примет меня за итальянского мученика и будет говорить о патриотизме.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫук, нимле нуша-инкек те Васильев халь тӳсекен асаппа танлашаймасть пулӗ…Нет, никакие муки не смогут сравниться с тем, что сейчас испытывал Васильев…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Инкек тӳсекен баржа патне Стартран катерпа тухса кайнӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗр-пӗрне курман.Они не виделись с того момента, как тот отчалил от Старта на катере вслед за аварийной баржей.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫапах колхоз тӳсекен йывӑрлӑхсем нумай-ха, анчах нихҫан пулман, чи лайӑх кунсенчисенчен те аванрах паллӑсем сиксе тухрӗҫ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑйӗн характерне пула савӑнӑҫне те, хуйхине те пуринчен те витӗмлӗрех тӳсекен Паганель салху та нимӗн чӗнмесӗр ларать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак ранга, чина, укҫапа влаҫа юратакансенчен тӑракан общество тӗпӗнче эпир пурин мӑшкӑлне те тӳсекен пӗчӗк чиновнике куратпӑр.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Пирӗн халӑх мӑнкӑмӑллӑхӗ чыслӑ пулнине асӑрхаттарса хӑварма кирлӗ тетӗп эпӗ: вырӑс ҫыннин чӗринче пусмӑр тӳсекен ҫын майлӑ пулас лайӑх туйӑм яланах пур.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
«Усал большевиксем хӗн-хура кӗртсе ӳкернӗ вырӑс халӑхӗ» тӳсекен хӑрушла инкексем ҫинчен темтепӗр сӳпӗлтетнӗ хыҫҫӑн Краснов хӑйӗн сӑмахне хӗрӳллӗн вӗҫлет:
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӳлӗ Манто пичче пуҫӗ тӳсекен инкексенчен ӑна шахтерла куҫ виҫи лайӑх сыхланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хуа Да-ма ывӑлӗпе ытти ҫынсен вилтӑприсем ҫине пӑхса илчӗ, ҫав тӑпрасем ҫине сивве тӳсекен сенкер кӑвак чечексем пӑч-пач шӑткаланӑ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй умӗнче кам тӑнине манса кайма ӗлкӗрнӗ, хӑй умӗнче вӑл — хӑй пекех вӑрӑм ӑрури сыпӑксен тарӗпе ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ, унпа ача чухнехисене аса илнисемпе ҫыхӑннӑ хресчене, анчах та ҫав ҫӗр татӑкӗнчен тата уншӑн тӑрӑшса ӗҫлессинчен хӑй ирӗкӗпех уйрӑлнӑ, ҫавӑн пирки ҫителӗклӗ таран асап тӳсекен хресчене курчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Мӗнре-ха пирӗн юратупа телей, — ыйтрӗ Обломов, — эпӗ тӳсекен чӗрӗ хавхаланусем сирте пулмасан?..
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл тухса кайиччен пӗр-ик кун малтан вӗсем Алексейпе иккӗшӗ пит лайӑх калаҫрӗҫ те, иккӗшӗ те хӑйсен савнӑ хӗрӗсемпе ӗҫсем пӗр манерлӗрех йывӑр пулнӑшӑн тата пӗр майлӑ инкек тӳсекен юлташсем пулнӑшӑн хӗпӗртенӗ пек пулчӗҫ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вара асап тӳсекен йытӑ ӑсран кайнипе аяккалла танса сикре те хӑйӗн хуҫи чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ, лешӗ ӑна чӳрече витӗр тулалла кӑларса ывӑтрӗ.В конце концов обезумевший от боли страдалец прыгнул на колени к хозяину; тот выкинул его за окно.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Нумай чухне инкек тӳсекен ултавҫӑна пӗлмесӗр тата унпа куҫа-куҫӑн тӗл пулмасӑрах укҫа-тенкӗ «тыттарса» ярать.
Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
6. Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ; 7. эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.