Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлет (тĕпĕ: тӳле) more information about the word form can be found here.
Малтан хӗрарӑм, ун хыҫҫӑн арҫын тӳлет.

Сначала платит женщина, потом мужчина.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫын хӑй чӗнсе килнӗ юлташӗн апачӗшӗн хӑй тӳлет.

За приглашенных платит пригласивший.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Илнӗ апатшӑн кашни хӑй тӳлет.

Обычно каждый оплачивает свой счет.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫисен, апатшӑн хӑй тӳлет.

Заказывает и платит угощающий.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫав сутӑнчӑк ҫынсене Англи ылтӑнпа тӳлет тата революцие вӑйсӑрлатас тесе купи-купипе суя укҫа парса тӑрать.

Англия снабжает этих отщепенцев золотом и выдает им для подрыва денежного хозяйства революции тюки фальшивых ассигнаций.

IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Эсӗ трактора хисеплеме хытса ан тӑр, вӑл сана пуриншӗн те тӳлет!

Ты трактору не скупись на уважение, — он тебе за все заплатит!

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ ку хӗрарӑма аван пӗлетӗп: ӗҫлеттерессе нумай ӗҫлеттерет, тӳлессе пачах сахал тӳлет.

Я эту барыню знаю: она любит очень дешево платить и чтобы ей очень много работали.

VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Эхлетет, ҫӳлти-ҫӗртине асӑнса вӑрҫать, пӗтӗм пурнӑҫа ылханать, налогне пур пӗр тӳлет — колхоза ҫеҫ кӗрес марччӗ.

Кряхтит, ругается, клянет на чем свет стоит такую жизнь, а налоги платит — только бы не в колхоз.

Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах вӑл ахаль-и-ха ывӑлӗшӗн укҫа тӳлет, ахаль-и ывӑлӗ унӑн хулара пурӑнать, шкулта вӗренет тата мӑйне хӗрлӗ тутӑр ҫыхса ҫӳрет?

Но недаром же он платит деньги за сына, недаром же сын живет в городе, ходит в школу и носит на шее красный платок.

I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ав ҫавӑнта, ҫутӑ курӑнакан ҫӗре кай, унтан хӗвеланӑҫнелле пӑрӑн — чӗрӗк миля утсан, харчевня пулать; ҫавӑнта ҫитсен кала, сана Джим Хорнбэк патне илсе кайччӑр, вӑл пуриншӗн те тӳлет.

Ступай вон туда, где горит огонь, а оттуда свернешь к западу — через четверть мили будет харчевня; скажи там, чтобы свели тебя поскорей к Джиму Хорнбэку, он за все заплатит.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сӑмахне аран ӑнланмалла: «Пирӗн ялав юнпа сӑрланнӑ, а кусем — пӗтӗм арми ятне яраҫҫӗ. Бандит хӑйӗн айӑпне вилӗмпе тӳлет», — тет.

Его чуть разберешь: «Кровью знамя крашено, а эти — позор всей армии. Бандит смертью платит».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пуринте пӗр ыйту: ҫулталӑк ытла ӗҫ укҫи илмен, кам тӳлет ӑна халь?

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Ӗненетӗр-и, сударь, йытти сакӑрвунӑ пус тӑмасть, тепӗр тесен, эпӗ уншӑн сакӑр пус та парас ҫук, графиня вара ӑна юратать, тупата туршӑн юратать, ку йытта шыраса тупакана ҫӗр тенкӗ тӳлет!

«Поверите ли, сударь, что собачонка не стоит восьми гривен, т. е. я не дал бы за нее и восьми грошей; а графиня любит, ей богу, любит, — и вот тому, кто ее отыщет, сто рублей!

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

— Мӗншӗн ял хуларан чухӑнрах пурӑнать-ха, анчах тӳлессе пуриншӗн те хаклӑрах тӳлет.

— Отчего так получается, что деревня живет беднее города, а за все платит дороже?..

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑшӗ ытларах тӳлет — ҫавӑн майлӑ-им?

Кто больше даст?

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн Бойчона савса юратас кӑмӑлне хаяр ҫынсем айӑп вырӑнне хурӗҫин, кӗске вӑхӑтлӑха кӑна кӑшт савӑннӑ туйӑмшӑн пысӑк хуйхӑпа тӳлет иккен-ха вӑл.

Жестокие люди вменят ей в преступление ее любовь к Бойчо, и тяжким горем заплатит она за те редкие минуты радости, которые дало ей это чувство.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Варькӑна вӑл укҫан тӳлет пулӗ-ха, учительницӑна мӗн илнишӗн вара колхозӑн тӳлемелле пулать.

— С Варькой он небось деньгами рассчитывается, за то, что учительница получит, колхоз расплатится.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хутор тӑрӑх кулӑшла хыпар сарӑлчӗ: Макар Нагульнов тем шутпа ӑҫта пынӑ унта, курттӑмӑн та, уйрӑмшарӑн та автансем туянать, вӗсемшӗн пысӑк укҫа тӳлет имӗш.

Но тут по хутору прокатился веселый слух, будто Макар Нагульнов для неизвестных целей скупает всюду петухов оптом и в розницу, причем платит за них бешеные деньги.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурнӑҫа ҫапла тунӑ: халӑх ултӑ кун ӗҫлет, ҫиччӗмӗш кунне ҫылӑха кӗрет, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те тӳлет, ҫылӑхӗсене каҫарттарнӑшӑн та тӳлет, — ҫак анчах.

Жизнь устроена для того, чтобы народ шесть дней работал, а в седьмой грешил и платил за грехи свои, исповедовался и платил за исповедь,— вот и все!

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Теттешӗн укҫине лайӑх тӳлет.

Но он платит большие бабки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed