Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйсен пӳрт пӑлтӑрӗнчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухнине курсан, тӗтӗм витӗрех пӳрте чупса кӗнӗ те асламӑшне вӑрата пуҫланӑ.
Вут тухни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫиле хирӗҫ пирки Лейно пӑшӑлтатса кӑшкӑрнӑ пекех мӑрьерен сывлӑш евӗрлӗ тӗтӗм тухни ҫине кӑтартрӗ, вӑл тӗтӗм майӗпен пӗлӗтелле явӑнса хӑпарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Сӗтел тӗлӗнче табак тӗтӗмӗ ҫапӑҫу пуҫланасси ҫинчен пӗлтерсе тупӑран персе янӑ шур тӗтӗм пек мӑкӑрланса тӑнӑ.Табачное облако поплыло над столом, как пушечный выстрел, возвещающий начало сражения.
Генеральнӑй совет // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Сӳнтермесен, тӗтӗм кансӗрленипе кансӗрлеменни ҫинчен кӳршӗрен ыйтса пӗлмелле, табак тӗтӗмне айккинелле яма тӑрӑшмалла.
Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ вӗсенчен хӑшӗ те пулин кӑвайт ҫине вутӑ хучӗ, вара кӑвайтран сасартӑк хӗмпе тӗтӗм хӑпарма пуҫласан, — аллипе сывлӑшра сулкаласа, ҫав хӗмпе тӗтӗме вӑл хӗрарӑмсем патӗнчен аяккалла сирсе ячӗ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ращари кашни йывӑҫ тӗтӗм юпи евӗр курӑнать, мӑрьерен тухакан кашни тӗтӗм юпи тӗлӗнмелле илемлӗ йывӑҫ тӗмӗ пулса тӑрать.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Труби мӗнпур тӗтӗме хӑй ӑшне туртса илет, тӗтӗм ҫӳлех мӑкӑрланса ҫитет, вӑл ҫулҫӑсен тӗксӗмленнӗ чатӑрӗнче ҫухалса каять.Тяга оказалась отличной, и весь дым уносило к верхушке, где он терялся в тёмном своде листвы.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хушӑран йывӑҫсем ҫӗре тӳнеҫҫӗ, ҫӗре ҫапӑннипе пӗлӗтелле юпа пек хура тӗтӗм ҫӗкленет, анчах ҫав тӗтӗм ҫийӗнчех ҫилпе сарӑлса каять.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Тӗтӗм те вӗсен майлӑ пулать — атакӑна пыракансене тӗтӗм хупӑрлать те вара миҫе партизан иккенни паллӑ пулмасть.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Колхозниксем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекенсем пекех вырнаҫнӑ: хыр айӗнче — чӗртнӗ сӑмаварсем тӗтӗм йӑсӑрлантараҫҫӗ, ҫакса янӑ котелоксемпе чугунсенче апат пиҫет; аш-какай шӑрши куҫа ҫиекен тӗтӗм шӑршипе хутшӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шурӑ тӗтӗм таткаланчӑкӗсене айккинелле сирпӗтсе, пӑравус хыттӑн кӑшкӑрта-кӑшкӑрта илет, тӗтӗм таткаланчӑкӗсене ҫил пӗрремӗш юр шуратнӑ уйсем ҫинелле, ҫывхарса килекен ӗнтрӗк ӑшнелле илсе каять.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тулта юр куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатнӑ, пасарнӑ кантӑксем йӗплӗ-йӗплӗ шерепесемпе хӗмленнӗ, пӳртре сывлӑш ҫавӑрмалла мар тӗтӗм тӑнӑ, пуҫ ҫинче, пӗртте сапаланмасӑр, кӑвак тӗтӗм пӗлӗчӗ шунӑ, ун витӗр хӗвел ҫути сӑрхӑннӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий хӑй те курчӗ: тупӑ умӗнче сарӑ кӑвак тӗтӗм ҫӑмхи сасартӑк явӑнса ҫӗкленчӗ те ҫӗре йывӑррӑн хашлтса ӳкрӗ, тӗтӗмпе кӗптеннӗ лашасем чӗввӗн пӗтӗрӗнсе илчӗҫ, унтан касса янӑ пек тӳне-тӳне кайрӗҫ; ҫынсем, ӳке-ӳке чупса, аяккалла тарчӗҫ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл сӑмси шӑтӑкӗнчен тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара кӑларчӗ, алӑк патӗнче тӑракан Григорий ҫинелле кулма пӗлмен сивӗ куҫӗсемпе тирсе пӑхрӗ, чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ ҫаврака чӗрнипеле пӗрехмай пирусне аял енчен таккаса ларчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Перископӑн ансӑр хушӑкӗнчен яка шоссе хуран курӑннӑ, малти танксем ҫинче гусеницӑсен шӑллӑ пиҫиххийӗсем йӑлтӑртатнӑ, тӗтӗм тухакан трубасем тӗлӗнче кӑвак тӗтӗм хӑю пек явӑннӑ, асфальт тӑрӑх мотоциклсем пӗр сассӑр пынӑ пек туйӑннӑ, вӗсем ҫинче кӑшт пӗкӗнерех водительсем ларса пынӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Мӑрьесенчен ҫӑра тӗтӗм тухать, каҫхи мӗлкесемпе пӗрле пӳрт ҫийӗсем ҫине, пахчасем ҫине ҫӳхен кӑвак тӗтӗм выртать.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ ӗнтӗ пӗр пӳрт мӑрйинчен хура тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ те ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ, тӗтӗмпе пӗрле вара, авӑрлӑ шӑпӑр ҫине утланса ҫӳл тӳпене тухатмӑш карчӑк улӑхрӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Пит йӑрӑ кайӑк пулмалла вӑл! — терӗ винокур; ҫакна каланӑ вӑхӑтра унӑн ҫӑварӗ, вӑрҫӑри тупӑ пек, вӗҫӗмсӗр тӗтӗмпе тулса пычӗ, вара, ҫӑварӗнчен кӗске чӗлӗмне кӑларнӑ чух, пит ҫӑра тӗтӗм палкаса тухрӗ.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем пӗрер ҫӑвар тӗтӗм кӑларса яма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ, кӑвак тӗтӗм ҫӗлӗксем ҫинче явкаланса сывлӑша та саланаймарӗ, юханшывӑн тепӗр енче ҫыран хӗрне «эмка» ҫитсе тӑчӗ, вӑл шыв хӗрнех ҫитрӗ те, шыв сикки урлӑ мӗнле майпа лайӑхрах каҫма пуласси ҫинчен шутланӑ пек, чарӑнса ларчӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лесник ҫуртӗнче чӳрече хупписене ҫеҫ мар, чӳречесене те тахҫанах уҫса пӑрахнӑ; каҫсенче мӑръерен ӗлӗкхи пекех тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, тӗтӗмӗ пӗлӗтелле улӑхман, тӗмесене кӑвак чатӑр пек карса илнӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.