Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫил силленипе тӑкӑнать те вӑл хӗвел ҫутинче, юмахри пек асаматлӑ тӗссемпе шайлашӑнса, йӑлтӑртатса выртать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вучах ҫӗр ҫинчи пек мар тӗссемпе чечек саракан илемлӗ ҫеҫкесем ӳсекен асамлӑ сад пахчи евӗрлӗ туйӑнать, — лӑпкӑ ҫил вара вӗсене ачашшӑн силлентерсе чечекӗн йӑм-хӗрлӗ, сарӑ та ылтӑн тӗслӗ ҫеҫкисене тӑкать…
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак йӗпе-сапа кунсенче Белая Мечетьпе Яман-Джалга хушшинчи тӳремлӗхре кӗркунне яланах пулакан пейзажа халиччен куҫ тӗсмӗртсе илмен тӗссемпе сӑрӑсем тухса тӑчӗҫ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак кӗр ҫуллахи савӑнӑҫлӑ тӗссемпе илемленсе ларакан тӑван ҫӗршывалла вӑхӑтрах ҫитсе кӗчӗ пулин те, Андрейшӑн пулсан вӑл ытла сасартӑк тата харсӑррӑн ҫитсе кӗнӗ пек туйӑнать.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Инҫетрен бухтӑри ӗҫ шавӗ илтӗнет, анчах бухтӑна эпир курмастпӑр: пиртен сылтӑмра тинӗс хӗррине пысӑк та йывӑр шурӑ ҫуртсем купаласа тултарнӑ хула ларать, сулахайра — тинӗс, пирен ҫире те — вӑлах; вӑл темле тӗлӗнмелле те ҫепӗҫ, куҫпа чуна ачашлакан, тӗрлӗ тӗссемпе илемленнӗ пирки ниепле курса-пӗлсе ӑнланмалла мар сӑрсем ҫепӗҫҫӗн пӗрлешсе юмахри сӑнсем пулса тӑнӑ ҫӗрелле инҫете-инҫете тӑсӑлса каять…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Гаврила чӑпар тӗрӗллӗ хутсем курчӗ, вӗсем ун куҫӗ умӗнче асамат пек уҫӑ тӗссемпе йӑлкӑшса илчӗҫ.Гаврила увидал пестрые бумажки, и все в его глазах приняло яркие, радужные оттенки.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӗлӗтсем, е пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайса, е пӗр-пӗринчен иртсе кайса, хуллен шунӑ, хӑйсен тӗсӗсемпе кӗлеткисене улӑштарнӑ, кӗрнеклӗ те, салхуллӑ курӑнса, хӑйсене хӑйсемех ҫӑта-ҫӑта ярса, куҫ умне каллех урӑхла, ҫӗнӗ тӗссемпе туха-туха тӑнӑ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ольга хӑй ӑшӗнче пытарма пултарайман туйӑмсене хальхи вӑхӑтра сӑнарланӑ тӗссемпе витнӗн, вӗсем ҫутҫанталӑкра улшӑнмасӑр тӑрасса ӗненнӗ тата таса кӑмӑллӑ та ним шухӑшсӑр юрама тӑрӑшса, хӑй тусӗн куҫӗ умне капӑр тумпа тухса тӑма васканӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку ӗнтӗ — тӗрлӗ тӗссемпе ялтӑртатса тӑракан япала, тар пички сывлӑша сирпӗнни; унтан мӗн?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пирӗн обществӑлла юхӑмӑн пӗтӗм механизмне илсе кӑтартнӑ, пурне те илемлӗ тӗссемпе ӳкернӗ.— Обнаружен весь механизм нашего общественного движения, и все в поэтических красках.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, темле, ирӗлсе, таврари япаласемпе, вӗсен шӑршисемпе, сасӑсемпе, тӗссемпе хутшӑна кайнӑ пек пулать…Он как бы растворялся в окружавшем его мире, превращаясь в запахи, звуки, цвета…
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Малтанласа эпир крепость ҫине ҫавӑн тӗлӗнчи тӳпе ҫине темӗнччен пӑхса тӑтӑмӑр, унтан ҫавӑнтах Ҫар медицини академийӗпе унӑн пӗлӗчӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та, пӗр самант хушшинчех пӗр тӗнчерен тепӗр тӗнчене — куҫа илӗртмен сӑнран ытарайми тӗссемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт ялкӑшса та улшӑнса тӑракан тӗнчене куҫнӑ пек туйӑнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӗри-тавра хитре чечексем ӳсеҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ тӗссемпе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.Вокруг растут красивые, красочные цветы, каких цветов только здесь нет…
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫутҫанталӑк кашни тапхӑрта хӑйне май илемлӗ: ҫулла тӗрлӗ тӗслӗ пулнипе кӑмӑла ҫӗклет, хӗлле вӑл пире шурӑ асамлӑ тӗсӗпе тыткӑна илет, кӗркунне сарӑ тата хӗрлӗ сарӑ тӗссемпе чуна савӑнтарать, ҫуркунне вара вӑрӑм ыйхӑ хыҫҫӑн тавралӑх чӗрӗлсе ешӗл симӗс тум тӑхӑннипе уйрӑм вӑй хушать.
Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17
Пӗри, «Ылтӑн тутӑр» ятли, ылтӑн тӗссемпе пуян.
«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№