Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗсрен (тĕпĕ: тӗс) more information about the word form can be found here.
Лаша, тути тӗлне пулан иртнӗ ҫулхи шурутин тӗсрен кайнӑ, шӑпӑрланнӑ тӑррисене таткаласа илсе, ешӗл ҫамрӑк курӑка антӑхсах ҫие пуҫларӗ.

Конь жадно потянулся к молодой траве, попутно обрывая выгоревшие метелки прошлогоднего пырея.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗсри, чӑн та, тӗсрен питех мар, анчах эсӗ унпа юнашар выртса ҫывӑрас ҫук-ҫке, унпа суха сухаламалла, тӗрӗс калатӑп-и?

Кобылка сива, не очень красива, да ведь тебе же с ней не спать, а на ней пахать, верно говорю!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗсрен хӑй… — Половцев, шухӑша кайнӑн, куҫӗсене хӗсӗнтерчӗ, питне пӗркелентерсе, пӳрнисене вылятса илчӗ, — тӗтӗм тӗслӗ, ула шурӑччӗ.

Масти этакой… — Половцев задумчиво сощурил глаза, улыбнулся и пошевелил пальцами, — этакой дымчато-серой с белыми плешинами.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн тӗсрен кайнӑ буденнӑвски ҫӗлӗкӗ папахӑсемпе мулахайсем, хӗрарӑмсен тӗрлӗ тӗслӗ ула-чӑла шалӗсемпе тутрисем ҫийӗн сулланкаласа иртрӗ.

Выцветший шишак буденновки покачивался над папахами и треухами, над разноцветьем бабьих шалек и платков.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кун ирхине вӑл тӗсрен кайса вӑранчӗ.

На другой день он поднялся бледный.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

4. Вӑл тинӗсе хушать те — тинӗс типет, ҫырмасем те пурте типсе-ҫунса выртаҫҫӗ; Васанпа Кармил ҫаралса ҫулҫӑ тӑкать, Ливан тӗсрен шупкалса юлать.

4. Запретит Он морю, и оно высыхает, и все реки иссякают; вянет Васан и Кармил, и блекнет цвет на Ливане.

Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗҫрен вӗҫе тухассишӗн йӗлтӗрпе малалла шуса вӗсем хӑш тӗсрен пулнине, ӑҫталла ҫул тытнине уҫӑмлатса пыратӑн.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed