Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лавккапа урам урлӑ пушар дружинин лутра ҫурчӗ пысӑк сарай ҫумне тӗршӗнсе ларать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ачасем амӑшӗ ҫумне тӗршӗнсе чарӑлса кайнӑ мӑшӑр куҫпа «атлетпа» ман ҫине пӑхса хытса кайса тӑраҫҫӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Пирӗн пӗчӗк ушкӑн пӗр вӑхӑт анрасах кайрӗ, пурте шуйханнӑ чӑх чӗпписем пек пӗр кӗтесе тӗршӗнсе шӑпланчӗҫ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Ҫакӑн пек хупланса, тӗршӗнсе пыма ачаранпах юратать вӑл.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Виҫӗ хӗр-тантӑш, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе, вӑрах вӑхӑт чӗнмесӗр ларчӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Унӑн пуҫне, икӗ алпа икӗ питрен тытса, ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах хӗр, тата вӑйлӑрах тӗршӗнсе, пуҫне каччӑн кӑкӑрӗнчен уйӑрмарӗ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Верӑпа Гена ҫамрӑк чӑрӑш ҫумӗнче тӗршӗнсе ларатчӗҫ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хӗр, ҫурма тӗттӗмре те шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек ҫиҫсе илсе, хӑй те вӑтанса кайнӑ пек пулчӗ, пуҫӗпе Ула Тимӗр кӑкӑрӗ ҫине тӗршӗнсе илчӗ, унтан кулкаласа качча куҫӗпе ынатлӑн ытамларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анук ни чӗрӗ, ни вилӗ пулса, вырӑн ҫинчен ҫӗкленчӗ, стена ҫумне тӗршӗнсе ларчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак йӗксӗк ращи тӗлӗнчен иртсе кайсан, чиперех ҫитеттӗмӗр… — терӗ те Макҫӑм, ҫӗлен сӑхасран хӑранӑ пек, Ҫтаппан ҫумнерех тӗршӗнсе ларчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Анне ыран та килмесен, кӗҫӗрхи пек тӗл пулӑпӑр-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ йӗкӗт хӗр ҫумне тӗршӗнсе.
Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Прощай! — аллине сулчӗ Катя, амӑшӗн кӑкри ҫумне пичӗпе тӗршӗнсе.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Хурал пӳртӗнчи сӗрӗм тухса пӗтиччен кӑштах выртам-ха, — терӗ те вӑл хуллен, урлӑ сак ҫине тумтирӗпех тӗршӗнсе выртрӗ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ивук тӑнн итлесе тӑрать те Шахрун ҫумнерех тӗршӗнсе ларать.Ивук вдруг настороженно прислушивается и пододвигается поближе к Шахруну.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Купӑсу ӑҫта, Ухтиван?» — ыйтать Якур шӑллӗ Хӗлип, унпа юнашар тӗршӗнсе кӗрсе ларса.— А где твоя скрипка, Ухтиван? — втискиваясь между Ухтиваном и парнями, спросил брат Ягура Хелип.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӗрӗпе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе килнӗ пассажирсем вакун алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Капламӑн хыҫал енӗ тӑруках ҫӳлелле ывӑтӑнса ҫӗкленчӗ; унта, кӗтесре, ҫын тӗршӗнсе тӑрать: вӑл маскӑпа, ҫӳлтен анакан вӗренпе темӗн хӑтланать.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл мачтӑран тӗршӗнсе тӑрать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горнӑн вӑхӑтлӑха вӑйӗ хухрӗ, вӑл пурлӑхӗ ҫумне тӗршӗнсе ларчӗ, аллине йӗпе «алтӑр» ҫине хучӗ, ӗшеннӗ пуҫ миминчен ҫав самантрах шухӑшсен тилӗрчӗк ташӑ карти вирхӗнсе-хӑпса тухрӗ те — хӑпартланупа тунсӑх евӗрлӗ ӗнтӗркев кӑна юлчӗ…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Бекекон хытанка кӗлеткине тӗпчевлӗн пӑхкалаканскер курӑнса кайсан сӑрнаккай кӑшкӑрса ячӗ те тӑшманӗ еннелле йывӑр сарӑ муклашка ывӑтрӗ, унтан вилӗмӗ килессе тунсӑхлӑн кӗтмешкӗн тӗршӗнсе лапчӑнчӗ, хускалмасть.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.