Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗнчене (тĕпĕ: тӗнче) more information about the word form can be found here.
Совет халӑхӗ тӗнчене каллех те каллех нумай-нумай пархатарсемпе, чаплӑ ӗҫӗсемпе тӗлӗнтерӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин XX-мӗшпе ХХII-мӗш съезчӗсем хушшинчи ҫулсенче — нихҫанхинчен ытла ҫак асӑннӑ ҫулсенче — пирӗн ҫӗршыври халӑхсем, парти ертсе пынипе, тӗнчене тӗлӗнтермелле ӗҫсем турӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Съездӑн малалли кунӗсем, ӗҫӗсем, чӑннипех те историллӗ йышӑнӑвӗсем пӗтӗм тӗнчене курӑнса-илтӗнсе тӑчӗҫ, яланлӑха асра юлчӗҫ, халӑхсене малалла каяс ҫулне кӑтартса пачӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл ҫут тӗнчене тытса тӑрать, пурнӑҫа илем кӳрет, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать.

Help to translate

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Белковсен виҫӗ ача ҫут тӗнчене килет: Пантелей (1921 ҫ. ), Николай (1923 ҫ. ), Павел (1927 ҫ. ).

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Паянхи сӑмах Д.А.Акчурин ҫинчен пулӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнӗренпе кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

— Халӗ ку ача е манӑн пулать, е леш тӗнчене ӑсанать.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юрӑ пире ҫут тӗнчене юратма, хуйха-суйха ҫухатма пулӑшать.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак ҫак алӑсемпе эпӗ сана халех леш тӗнчене ӑсатма пултаратӑп, Марье!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чылай тӑшмана леш тӗнчене ӑсатрӑмӑр.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗнчене ан тӗлӗнтер.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Авланмасӑрах леш тӗнчене каясшӑн-им вара эсӗ? — тӗлӗнчӗ Улька, шур чечек ҫуначӗсене ҫӗре тата-тата пӑрахса.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утар ӗҫӗ, аслӑ ҫынсем пурнӑҫа ӑнлантарма тӑрӑшни, тӗнчене пӗлес кӑмӑлӑм мана вӑрмантан хӑрама пӑрахтарчӗ, вӗлле хурчӗсене юратма вӗрентрӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Пӗлетӗп, тепӗртакран тата лайӑхрах тӗнчене куҫмалла.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Купӑс Тамара аллине куҫсан, Левенти урисем, малтан сывлӑшра вӗҫекенскерсем, урай хӑми ҫумӗнчен уйрӑлайми пулчӗҫ: ташӑҫ тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ чӗчӗ пӑрушле тӑппи-таппи пускалама пуҫларӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗррехинче, лупас айӗнчи чӗкеҫ йӑви патне хӑпарнӑ чухне, чутах леш тӗнчене ӑсанман шӑпӑрлан.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫапла платник пӗррехинче хӗне каять, йывӑр чир ӑна леш тӗнчене ӑсатать.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Аҫа ҫапать, шартлатать, пӗтӗм тӗнчене кисретет.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вӑй илсе пырса аталанакан ҫӗршыв хуҫалӑхне аркатакан, терт-нуша кӳрекен, миллион-миллион айӑпсӑр ҫынна леш тӗнчене ӑсатакан вӑрҫӑ совет халӑхӗ ҫине ҫӗртме уйӑхӗнче йӑтӑнса анать.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мӗн курнипе тата асаилӳсемпе йӑпанса-ши Вӗҫелис хӑйӗн варӗнче тӗнчене килме хатӗрленекен чунпа тата ытларах ҫывӑхланать, унпа пуплеме-калаҫма тӑрӑшать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed