Шырав
Шырав ĕçĕ:
Екатерина Алексеевна куҫхаршисене тӗлӗнсе ҫӗклерӗ, яшкаллӑ кашӑк-чашӑк тӗлӗнчех хытса тӑчӗ.Екатерина Алексеевна удивленно подняла брови, ложка со щами застыла над миской.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хам куҫ тӗлӗнчех, ҫур мильре е унтан та ҫывӑхрах-и тен, эпӗ мӗнпур парусӗсемпе ишсе пыракан «Испаньолӑна» куртӑм.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хулпуҫҫи тӗлӗнчех ҫынна ҫакса вӗлермелли виселицӑна ӳкернӗ, ун ҫинче пӗр ҫын сулланса тӑрать.Возле самого плеча была нарисована виселица, на которой болтался человек.
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Костя пуҫӗ тӗлӗнчех пӗлӗт кӗмсӗртетсе арканать те ишӗлсе анать, Костя ҫыран айне сикет, ҫыран ҫумне лӑпчӑнать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Аялти палуба ҫинче, Костя тӗлӗнчех, тимӗр каскасем ҫине чӗркенӗ троса сӳтеҫҫӗ; вӑл пушанса усӑнса анать, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн пысӑк йӑлмаклӑ тепӗр вӗҫне пристань ҫинчи тимӗр каскаран вӗҫертсе шыва пӑрахаҫҫӗ.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Гусев халӗ ӳпне выртнӑ — аппарат куҫӗ тӗлӗнчех.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫарамас чул ҫын пӗтӗм кӳлепипе тӑрать, урисем ҫӑтӑ пекех пӗрлешнӗ, аллисем ансӑр пӗҫҫисенчен лӑпчӑннӑ, вӗтӗ-вӗтӗ картлӑ пиҫиххийӗ каҫӑр кӑкӑрӗ тӗлӗнчех, унӑн хӑлхаллӑ шлемӗ, пулӑ шӑмми евӗр шӗвӗркке тӗпеклӗскер, хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн ҫиҫет.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӗрлӗрех ҫӑлтӑр-Ҫӗр ҫути шупкаланать ӗнтӗ, горизонт тӗлӗнчех, пайӑркисем чӗре варринелле килеҫҫӗ.Свет красноватой звезды-земли бледнел, она приближалась к зениту, лучик от неё шёл в самое сердце.
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кунтан тухма ӑна шуйттан та пулӑшас ҫук! — кӑшкӑрчӗ жандарм ҫыранра ун тӗлӗнчех.Теперь не уйдет, черт бы его побрал! — крикнул жандарм, стоя на берегу прямо над ним.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Il ne fallait pas danser, si vous ne savez pas! — хӑлха тӗлӗнчех илтӗнчӗ аттен ҫилӗллӗ сасси, мана хуллен тӗкрӗ те ман хӗрӗн аллинчен тытрӗ, куракансем пурте ырланӑ хушӑра унпа авалхилле пӗр хут ташласа ҫаврӑнчӗ те ӑна вырӑнне килсе тӑратрӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте саланса пӗтнӗ ӗнтӗ; хӑна пӳлӗмӗнче пӗртен-пӗр ҫурта кӑна ҫунать; анне мана хӑй вӑрататӑп, тенӗ; эп ҫывӑракан кресло ҫине вӑл йӑпшӑнса пырса ларчӗ, хӑйӗн калама ҫук ырӑ та ҫепӗҫ аллипе мана пуҫран шӑлса илчӗ, хӑлхам тӗлӗнчех палланӑ ачаш сасӑ илтӗнчӗ:
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑланта питӗ тӗттӗм; анчах сӗртӗннипе тата хӑлха тӗлӗнчех пӑшӑлтатнӑ сасӑ тӑрӑх ку Катенька пулнине часах чухласа илтӗм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
18… ҫулти августӑн 12-мӗшӗнче, эпӗ ҫуралнӑранпа вунӑ ҫул тултарнӑ ятпа ытарма ҫук лайӑх парнесем илнӗ хыҫҫӑн шӑпах виҫӗ кунтан, ирхине ҫичӗ сехетре Карл Иваныч, сахӑр хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ патакӗпе шӑнана вӗлересшӗн пуҫӑм тӗлӗнчех шатлаттарса, мана ыйхӑран вӑратрӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫав самантрах ман пуҫ тӗлӗнчех ҫӳлте янраса каять:
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ман пуҫ тӗлӗнчех чул шӑхӑрса иртрӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Беседка патӗнчен чӑнкӑ ҫыранпа аялалла икӗ картлашка анаҫҫӗ, — беседка тӗлӗнчех аялта ҫулла шыва кӗмелли вырӑнсем курӑнаҫҫӗ: йӑрӑм-йӑрӑмми — шурӑпа кӑвак тӑрӑхли — Фогелӗн, хӗрлӗ тӗсли — хула пуҫлӑхӗн, тӗссӗрри тата, хӗвелпе сарӑхса кайнӑ хӑмасенчен ҫапкаласа туни — «халӑх» валли.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрлӗ пӗсехеллӗ улатакка, Ильсеяр пуҫӗ тӗлӗнчех йывӑҫа пикенсех таклаттараканскер, хӑйӗн ӑслӑ куҫӗпе аялалла пӑхса илчӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Абажурсене пула вӑл кашни хваттер тӗлӗнчех хӑйне евӗр тӗслӗ: хӗрлӗрех сарри те, кӑвакки те, симӗсси те пур…
Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӳме хыҫӗнче Дутловӑн хӑлхи тӗлӗнчех автан авӑтса ячӗ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.