Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакнашкал хӑтланусем мана тӗлӗнтереҫҫӗ, пӗртте кӑмӑла килмеҫҫӗ; эпӗ хама гимназистсенчен чылаях ҫӳлерехе хутӑм, вӗсем манпа ҫакнашкал хӑюллӑ пулма хӑймалла мар тесе шутларӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чаплӑ залӑн тем ҫӳллӗш маччи те, мрамор колоннӑсем те тӗлӗнтереҫҫӗ ӑна.
Колоннӑллӑ шурӑ зал // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Связной умӗнче утса пырса, эпӗ полк командирӗ мӗнле ыйтусем пама пултарассипе хамӑн ответсене шухӑшласа тупса хуратӑп, вӑл ответсем хӑйсен вырӑнлӑхӗпе мана та тӗлӗнтереҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тракторсем вара, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тыткаламашкӑн автомобильтен ҫӑмӑлтарах иккен, вӗсем ҫинчен кала-кала тӗлӗнтереҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗлӗнтереҫҫӗ ҫак ачасем.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫавӑн пек сӑмахсем пурне те тӗлӗнтереҫҫӗ.
LХIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсен вӗтӗрех шӑммисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтсе пынӑ, шултрисем вара пире халӗ те хӑйсен пысӑкӑшӗпе тата йышлӑлӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Хӗрарӑмсен костюмӗсем хӑйсен ҫӗнӗлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Мана натуралистсем тӗлӗнтереҫҫӗ, вӗсем тем мурӗшӗн ҫак йывӑҫсене «эвкалипт» тесе ят панӑ.Меня удивляют натуралисты, которые почему-то назвали эти деревья «эвкалиптами».
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл пуҫланса кайни, вӑл кӑларса тӑракан таварсем, климат, — ҫаксем пурте тӗлӗнтернӗ, халь те тӗлӗнтереҫҫӗ, пӗтӗм тӗнчери ученӑйсене малашне татах та тӗлӗнтерӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑна темиҫе хут та ҫӗнетсе юсанӑ пулас, ун ҫинчен шалпар платье тӑхӑннӑ, хура сӑн-питлӗ азиат пӑхать, ун пит-куҫӗ пӗрре те ахаль ҫынӑнни пек мар, пухӑнса тӑнӑ ҫынсене пуринчен ытла унӑн чӗрӗ куҫӗсем тӗлӗнтереҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Портрет куҫӗсем чӑнах та хӑйсен чӗрӗлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, анчах художник халь вӗсенче хӑрамалли ним те тупаймарӗ; чӗрере ҫеҫ ӑнланса илмелле мар сивлек туйӑм сисӗнсе тӑчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хамӑр ҫӗршыври ҫамрӑк пахчаҫӑсем лартса ӳстернӗ пин-пин тӗслӗ пахча ҫимӗҫсем куракана-пӗр тӗлӗнтереҫҫӗ ку выставкӑра.
I. Малтанхи тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Вырӑссем пире ытларах та ытларах тӗлӗнтереҫҫӗ: вӗсем никам курман-илтмен, шуйттанла (ҫырса пама та сӑмах тупаймастӑн!) ҫирӗп тӑраҫҫӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Мана ҫакнашкал сӑмахсем тӗлӗнтереҫҫӗ, — терӗ вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Мӑнастир ҫаранне кайса пӑшал перекен ҫил хӑвансен айванлӑхӗнчен тӗлӗнместӗп-ха эпӗ, вӗсем тем те аташма пултарӗҫ, — тесе пуҫларӗ Марко бай, — хӑшӗн-пӗрин ав сухалӗ кӑвакарнӑ, хӑй ҫапах унталла туртӑнать, ҫавӑн йышшисем тӗлӗнтереҫҫӗ мана; мӗнле шӑна сӑхнӑ-тӑр, шуйттанӗ те пӗлсе пӗтерес ҫук…
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫаксем пурте хӑратаҫҫӗ мана, тӗлӗнтереҫҫӗ, хурлантараҫҫӗ те.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Пысӑк, лаптӑк камбаласем, лӑпкӑ бухтӑсен юшкӑнлӑ тӗпӗнче пурӑнма хӑнӑхнӑскерсем, хӑйсен хура симӗс хулӑн тирӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1) Тӗлӗнтереҫҫӗ пире ҫав чӗрчунсем (70 с.);
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫак лару-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр килмеҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792